Понедельник, Декабрь 9, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçне чунтан парăннă

Тивĕçне чунтан парăннă

Елчĕкри «Чебурашка» ача сачĕн коллективĕнче хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Шăпăрлансемпе воспитательсем Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленеççĕ, пÿлĕмсене, чÿречесене илемлетеççĕ, теттесем çакаççĕ… Тарăн пĕлÿллĕ те ăста воспитательсем шкул çулне çитмен ачасене тĕрлĕ вăйăсем урлă аталанма пулăшаççĕ, пĕчĕкрен ал ĕçне хăнăхтарса тĕрлĕ теттесем касма пулăшаççĕ.

Коллектива чылай çул Ольга Иванова педагог ăнăçлă ертсе пырать. Ольга Петрова воспитатель те кунта 11 çул ытла тăрăшать. Фаина Петровăпа Ольга Мудрецова воспитательсен те стажĕсем çулран-çул ÿссе пыраççĕ: 7 çултан иртнĕ.

Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен, вĕсене кăçалхи учительсен уявĕнче тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç.

Сăн ÿкерчĕкре: О.Мудрецова, Ф.Петрова, О.Петрова, О.Иванова.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code