Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывра ишме пĕлни питĕ кирлĕ

Шывра ишме пĕлни питĕ кирлĕ

Ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тин çеç алă пуснă указ çинчен пĕлтернĕ. Вăл ачасене пырса тивет – вĕсен сывлăхне çирĕплетмелли хушма мерăсем йышăнассине палăртать.

Указпа килĕшÿллĕн ачасене шывра ишме вĕрентесси вĕсен сывă пурнăç йĕркине никĕслемелли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăмалла. 2-4 классенче вĕренекен 15 пин ачана шывра ишме вĕрентмелле. Çак программăна ĕçе кĕртме республика бюджетĕнче 18858 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Указра бассейнсенче ачасене шывра ишме вĕрентесси тÿлевсĕр пулмаллине пайăррăн палăртнă.

Чăваш Енре 82 бассейн. Михаил Игнатьев вĕсене татах тумаллине, çитес çул Чăваш патшалăх университетĕнче, Элĕкре хута каймаллине палăртнă. Бассейн çук ытти районсен çывăхри ФОКсемпе килĕшÿ çырмаллине пĕлтернĕ.

ХАКЛАВ

Г.УФУКОВА, район больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ, ачасен прависен уполномоченнăйĕ:

– Юлашки çулсенче ачасем шăмă-мышца чирĕсемпе чирлени аван палăрать. Указпа килĕшÿллĕн палăртакан мерăсем ку енĕпе пысăк пулăшу кÿме тивĕç. Районта пĕчĕк ачасем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Шывра ишме пĕлни чылай инкеке сирме пулăшать. Ачасем сывă çитĕнччĕр тесе республикăра курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Районта «Улăп» спорт керменĕ уçăлнăранпа ишме пĕлекен ачасем нумайланни куç кĕрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code