Пятница, Январь 24, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Елчĕк енĕн» черетлĕ каçĕ – Энтепере

«Елчĕк енĕн» черетлĕ каçĕ – Энтепере

Район хаçачĕн журналисчĕсем инçетри ялсене тухса çÿресе вулакансемпе тĕл пуласси ырă йăлана кĕчĕ.

Хальхинче эпир Энтепе ялĕнче пултăмăр. Хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин чи малтанах редакцин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, хальхи вăхăтра район хыпарçине йÿнĕ хакпа çырăнтармалли вунăкунлăх пулни пирки каласа пачĕ. Кунтах Елена Прохорова почтальонка ял çыннисене «Елчĕк ен» хаçата çырăнтарчĕ.

Тĕл пулăва çавăн пекех Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев, çак тăрăхри чăваш чĕлхине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Николай Малышкин, Вячеслав Захаров, Юрий Кашкăр юрăçсем вулакансене илемлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code