Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Коррупци ыйтăвĕпе

Коррупци ыйтăвĕпе

Чăваш наци музейĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсен коррупци ыйтăвĕпе семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пынă.

Ĕçлĕ тĕл пулура сăмах илнисем – Чăваш Ен Пуçлăхĕн обществăлла хăрушсăрлăх тата коррупци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Управленин начальникĕ Сергей Галошев, ЧР прокурорĕн аслă пулăшуçи Алексей Якушевич, республикăри ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Исаев тата ыттисем те коррупци ыйтăвĕпе çыхăннă çĕнĕ нормативлă актсемпе, ятарлă органсен ку тĕлĕшри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, конкурсра мала тухнисене чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code