«Шупашкар» пăр керменĕнче регионсен хушшинчи «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ вĕренекенсен професси çулĕ суйлассипе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли калаçу лапамĕ» ашшĕ-амăшĕн 1-мĕш форумĕ иртнĕ.
Форумăн тĕп тĕллевĕ – ашшĕ-амăшне Чăваш Республикинчи професси пĕлĕвĕ паракан сферăри тата ĕç рынокĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, лару-тăрупа паллаштарасси, çамрăксене аталанма, ĕçе вырнаçма хамăр тăрăхрах майсем пуррине кăтартасси.
Шупашкара «Равенство возможностей» фонд президенчĕ Елена Ульянова ятарласа килнĕ.
– Ача вăл – хăй тĕнче, унăн хăйĕн шухăшлавĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ. Çавăнпа та ăна вăл е ку профессие ирĕксĕрлесе суйлаттармалла мар. Çав ĕç сирĕншĕн кăсăклă пулма пултарать, уншăн вара çук, – хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ вăл.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та форума хутшăнакансене саламланă май çак шухăшах палăртнă.