Суббота, Февраль 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей – мăнаçлă çĕршыв

Раççей – мăнаçлă çĕршыв

Раççей çар историйĕнчи паллă кунсем çĕршывăмăрăн мăнаçлăхне тата никама пăхăнманлăхне палăртаççĕ. Декабрь уйăхĕ Раççей çар историйĕнче паллă йĕр хăварнă çак пулăмсемпе пуян пулнипе палăрса тăрать:

1769 çулта II Кĕтерне Çветтуй Георгий орденĕ награда туса хурасси пирки Указ кăларнă. Унпа Георгий Победоносец кунĕнче Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсене, Мухтав тата Çветтуй Георгий орденĕн кавалерĕсене чыслаççĕ.

1788 çулта Потемкин кнеç ертсе пыракан вырăс çарĕсем Турцин Хура тинĕс хĕрринчи Очаков крепоçне туртса илнĕ.

1790 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Суворов ертсе пынипе вырăс çарĕсем турккăсен Измаил крепоçне тытса илнĕ.

1853 çулта Нахимов ертсе пыракан вырăс эскадри Хура Тинĕсри Синоп сăмсахĕ патĕнче турккăсен флотне çапса аркатнă.

1877 çулта вырăс çарĕсем Болгарири Плевна крепоçне туртса илнĕ.

1877 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче вырăс çарĕсем Шипка перевалĕ патĕнче турккăсен çарне парăнтарнă.

1914 çулта II Николай патша Указĕпе «Илья Муромец» самолетăн эскадрине туса хунă. Раççейре çак кун Инçет авиаци кунне паллă тăваççĕ.

1941 çулта Хĕрлĕ Çар Мускав патне çывхарнă фашист çарĕсене хирĕç контрнаступлени пуçланă, çавна май тăшман питĕ пысăк çухату тÿснĕ.

1967 çулта Ĕмĕрхи çулăм /Вечный огонь/ çутнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code