Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наци проекчĕсем пурнăçланаççĕ

Наци проекчĕсем пурнăçланаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе РФ Президенчĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕн тата наци проекчĕсен канашĕн президиумĕн ларăвне хутшăннă.

РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă ларура «Экологи» тата «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕсем çинчен калаçнă.

Чăваш Ен «Экологи» наци проекчĕн регион шайĕнчи ултă проекта пурнăçлать. Вĕсене ĕçе кĕртнĕ май виçĕ çулта Канаш, Етĕрне хулисенчи, Элĕк, Елчĕк ялĕсенчи, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсенчи свалкăсене рекультивацилеме, йăлари каяшсене тирпейлессине ÿстерме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code