Суббота, 2 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрханулăх çинчен ан манăр

Асăрханулăх çинчен ан манăр

Çĕнĕ çул – аслисемшĕн те, ачасемшĕн те чи юратнă уяв шутланать. Пурте кивĕ çула йĕркеллĕ ирттерсе ярса, çĕннине савăнăçлă кĕтсе илес тесе тăрăшаççĕ. Анчах та хăш-пĕрисем уяв вăхăтĕнче сыхлăх çинчен манса каяççĕ. Çавăн пирки Çĕнĕ çул уявĕпе ун хыççăнхи вăрăм кану кунĕсенче кашни çулах çынсем сусăрланнă тĕслĕхсем сахал мар. Мĕн пирки çынсем çак кунсенче ытларах сусăрланаççĕ, çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама паян республикăри медицина профилактикипе сиплев физкультурин, спорт медицинин центрĕн тухтăрне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.

– Елена Михайловна, çынсем уяв кунĕсенче ытларах мĕнле инкеке çакланма пултараççĕ?

– Шел те, статистика кăтартнă тăрăх, Çĕнĕ çул уявланă кунсенче çынсем питĕ нумай сусăрланаççĕ. Больницăсемпе травмпунктсенче ĕçлекенсемшĕн Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче хĕру тапхăр пуçланать.

Палăртнă тăрăх, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче çак кунсенче медицина ĕçченĕсем патне пĕр пекрех сăлтавпа, чирсемпе тата пĕр евĕрлĕ сурансемпе пулăшу илме пыраççĕ: ÿксе алă е ура хуçнипе, пиçсе кайнă е тăм илтерсе янă пирки, вăраха, шала кайнă чирсем тепĕр хут аталанса кайнипе, апат-çимĕçпе е эрехпе наркăмăшланнă пирки.

– Елена Михайловна, çакна та каласа хăварăр-ха, пĕлтĕр хĕллехи уяв кунĕсенче пирĕн республикăри медицина ĕçченĕсем ытларах мĕнле сăлтавпа тата миçе çынна пулăшу панă?

– Пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уяв кунĕсенче республикăри васкавлă пулăшу учрежденийĕсенче кăна 11000 ытла çынна пулăшу панă. Кăрлачăн 1-8-мĕшĕсенче пĕтĕмпе 18 çын эрехпе наркăмăшланнă, вĕсенчен пĕри вилнĕ. 21 шăнса кайнă çынна тупса палăртнă, 6 çын шăнса вилнĕ. 6 çын çÿллĕ вырăнтан ÿкнĕ, иккĕшĕ вилнĕ.

Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне аманнă, суранланнă пирки пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уяв кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсене 4 çынна илсе çитернĕ. Пĕр хĕр ачан алăн икĕ пÿрнийĕ те татăлса ÿкнĕ.

– Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăнхи статистика çулсеренех кулянтарать, шухăша ярать. Мĕншĕн-ха çав кунсенче суранланнă çынсем, инкек тÿснĕ тĕслĕхсем самаях нумайланаççĕ; Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

– Пытарма кирлĕ мар, ытларах çынсем ÿсĕрле инкеке лекеççĕ.

Шел пулин те нумайăшĕ кирек мĕнле уява та эрехсĕр ирттереймеççĕ, хаяр шĕвексĕр савăнма пĕлмеççĕ. Теприсене вара ÿсĕр пуличченех ĕçсе лартмасăр уяв лайăх иртнĕ пек туйăнмасть пулĕ. Çĕнĕ çул уявĕ темиçе куна тăсăлать. Эрехне вара маларах темĕн чухлех хатĕрлесе хураççĕ.

Чылай чух çынсем ÿсĕрпе харкашма пуçлаççĕ, ÿксе аманаççĕ, ÿсĕрсем ытларах хăйсене тăм илтерсе яраççĕ. Каласа хăвармалла, çавăн пек инкеке пĕрмай эрех ĕçекен çынсем кăна мар, сайра-хутра уявра ĕçекенсем те çакланма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен, нумайăшĕ Çĕнĕ çула кĕтсе пĕр бокал шампань эрехĕ е пĕр черкке шурă эрех ĕçнипе нимех те пулмасть тесе шухăшлаççĕ, анчах ыттисемпе пĕрле ĕçсе хăйсем сисмесĕрех ÿсĕрĕлсе каяççĕ. Шел пулин те, эрехĕн организмшăн сиенсĕр тата ÿсĕрĕлтерекен виçине палăртма питĕ йывăр, мĕншĕн тесен кашни çын хăйне евĕрлĕ.

Çавăнпа та, малтанхи черккене ĕçес умĕн кашнийĕнех малалла мĕн пулма пултарасси, ÿсĕрĕлсен хăйне-хăй алăра тытайманни, лару-тăрăва тĕрĕс хак парайманни пирки шухăшламалла. Эрех нихăçан та ырри патне илсе çитерменнине яланах асра тытмалла.

– Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чух тимлĕхе çухатсан инкек пулма пултарассине кашни çулах хаçатсенче те, радиопа та асăрхаттарма тăрăшаççĕ. Статистика юлашки çулсенче пиротехника хатĕрĕсемпе аманнă çынсен шучĕ сахалланнине кăтартать пулин те, çав-çавах пĕр çул та инкексĕр иртмест. Вăл хатĕрсене туяннă чух уйрăмах мĕн тимлемелле тата вĕсемпе усă курнă чухне мĕнлерех хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерсе хăварăр-ха.

– Чăнах та, тĕрлĕ пиротехника хатĕрĕсемпе çынсем анлăн уса кураççĕ. Пурин те уява илемлĕ, асра юлмалла ирттерес килет. Инкек сиксе ан тухтăр тесен, çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:

– петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур, лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла;

– туяннă чухне вĕсене хăçан хатĕрленине тата вĕсемпе хăçанччен усă курма юранине тимлĕрех пăхмалла;

– пиротехника илнĕ чухне упаковкине йĕри-тавра тĕплĕн тĕрĕслемелле, вăл уçă пулмалла мар;

– пиротехника хатĕрĕсен вырăсла инструкцийĕ пулсан кăна туянмалла;

– хуласенче пиротехникăна ятарласа уйăрнă вырăнта кăна ямалла, салют яма юракан вырăнта йывăçсем, электричество пралукĕсем тата пÿртсем пулмалла мар;

– çил хăвăртлăхĕ çеккунтра 5 метртан ытла пулсан пиротехникăпа усă курма юрамасть;

– салютсене алăран вĕçтерсе яма юрамасть, вĕсене çĕр çинче çирĕп вырнаçтармалла. Хлопушкăсемпе бенгали çуртисене çеç алла тытса усă курма юрать;

– фейерверка куракансем еннелле вĕçтермелле мар, енчен те чĕртсе янă хыççăн салют тÿрех вĕçсе тухмарĕ пулсан, хыççăнах ун патне пымалла мар, кăштах тăхтамалла;

– ачасене аслисемсĕр пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма чармалла.

– Çÿлерех асăнтăр ĕнтĕ, Çĕнĕ çул кунĕсенче ÿксе аманнă тĕслĕхсем ытларах, шăнса вилекенсен, тăм илтерекен çынсен шучĕ те ÿсет. Ку вара мĕнпе çыхăннă?

– Нумайăшĕ сĕтел хушшинче хăналаннă, эрех ĕçсе хĕрнĕ хыççăн урама тухаççĕ. Хăшĕсем вара урамра та эрех ĕçсе уява малалла тăсаççĕ.

Эрех юн тымарĕсене сарать, ÿсĕр çын хăйне ăшă пек туйма пуçлать пулин те организм ăшă нумай çухатать. Çавăн пирки ÿсĕр çын ăçта та пулин ÿксе выртса юлсан, никам та ăна вăхăтра тăратмасан, пулăшу памасан, вăл шăнса вилме пултарать.

Тата час-часах ÿсĕр çынсем шăнса кайнине вăхăтра туймасăр ал-ура пÿрнисене, урана, хăлхана, пите тăм илтерсе яраççĕ. Хăш чухне вара çакă алă е ура татасси патне илсе çитерме те пултарать.

Çавăнпа та ÿсĕр чух килтен тухмасан лайăхрах. Урамра эрех ĕçмелле мар. Тухсан та пĕччен мар, çывăх çынсемпе пĕрле çÿремелле. Урама тухас пулсан, çанталăка кура ăшă тăхăнмалла, пĕр вырăнта тăмалла мар, утса çÿремелле. Енчен те шăнса кайнине туйсан, урамра эрех ĕçмелле мар, ăшă çĕре кĕмелле, вĕри чей ĕçмелле.

Çĕнĕ çул каçхине тата ун хыççăнхи кунсенче çынсем урамра ÿксе аманнă тĕслĕхсем те нумайланаççĕ. Хĕллехи кун час тĕттĕмленни, çулсене юртан, пăртан вăхăтра тасатманни хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Аманасси патне ытларах çын хăй асăрханусăр пулни те илсе çитерет. Пăрлак çул çине ÿкни ыраттарнинчен пуçласа ал-ура шăммисене хуçни, пуç мимине чĕтреттерни патнех илсе çитерме пултарать.

Çавăнпа та урамра çÿреме кĕлесĕр пушмак суйласа илмелле. Пушмак тĕпĕ çемçе резинăран е термопластран пулсан аванрах, мĕншĕн тесен çав материалсем урана шутармаççĕ. Хĕллехи кун çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿрени аманас хăрушлăха темиçе хут ÿстерет.

– Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинчи тĕрлĕрен, тутлă хатĕрленĕ апат-çимĕçе астивмесĕр ларма питĕ йывăр. Анчах тем тĕрлĕ апат-çимĕç тата нумай çисе лартни те сывлăхшăн усăллă мар вĕт, ку вара мĕнле инкек патне илсе çитерме пултарать-ха?

– Çакна асра тытмалла: çуллă, пăрăçлă тата тем тĕрлĕ апат çисе лартни тата эрех ĕçни вар-хырăм ĕçне япăх витĕм кÿрет. Чирлисен вăрах, шала кайнă чирсем хăйсем пирки аса илтерме пуçлаççĕ, сывă çынсем те аптраса ÿкме пултараççĕ.

Вар-хырăмлăха кăна мар, чĕрене те йывăр килет. Шел те, Çĕнĕ çул сĕтелĕ холестеринлă тата тăварлă апат-çимĕçпе пуян. Вĕсем вара чирлĕ чĕрешĕн кăна мар, сыввишĕн те сиенлĕ. Юн пусăмĕ сасартăк хăпарса кайма пултарать, инфарктпа инсульт пулас хăрушлăх ÿсет. Çапла вара уяв кунĕсем хыççăн больницăра нумай вăхăт хушши сипленме тивĕ.

Çавăнпа та сывлăха сиен кÿрес мар тесен, уяв кун ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсене яланхи пекех çимелле. Сĕтел хушшине ларсассăн та виçине пĕлмесĕр çисе лартма тăрăшмалла мар. Сĕтел çинче пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулсан питĕ аван. Тăхтавсем тумалла, ташламалла, вăйăсем вылямалла, урама тухса çÿремелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code