Понедельник, Октябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Инкек ура айĕнчех

Инкек ура айĕнчех

Хĕллехи вăхăтра нумай çын снегоходпа, çуналлă мотовездеходпа, «бананпа» ярăнма, çапла майпа чун-чĕререн канма кăмăллать. Апла пулин те çак кану мелĕ /асăрханулăхпа тимлĕхе çухатсан, йĕркене пăхăнмасан/ аманса сиенленес – пĕтĕм сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарни çинчен нумайăшĕ шухăшламасть те. Вĕсем çине çынсене лартса турттарни, пушшех, йĕркене хирĕçлет. Раççей Федерацийĕн Правительствин «Çул-йĕр правилисем çинчен» /1993 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕ, 1090-мĕш номер/ Постановленийĕнче те çакăн пирки уйрăммăн палăртса каланă.

Снегоход е мотовездеход туянма пултарни çеç çителĕксĕр, вĕсен чăн-чăн хуçи пулас, хĕллехи вăхăтра унпа канма тухас тесен патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕнчен ирĕк илмелле, тивĕçлĕ документсене хатĕрлемелле.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code