Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Урапа çинчи поликлиника

Урапа çинчи поликлиника

Мĕн вăл? Фельдшерпа акушерăн куçса çÿрекен пункчĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн унпа пирĕн района та тивĕçтернĕ.

Елчĕкри тĕп больницăра унпа кăçалхи çурла уйăхĕнче усă курма пуçланă. Ку чухне специалистсем инçетри ялсене те чăрмавсăр тухса çÿреме пултараççĕ. Урапа çинчи пĕчĕк поликлиникăри медицина пÿлĕмне хальхи йышши оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Кунтах – ЭКГ аппарачĕ, спирограф, портативлă дефибриллятор, глюкометр, офтальмотонометр тата ытти те.

Мобильлĕ ФАП çумне çирĕплетнĕ Наталья Крылова медсестра иртнĕ кунсенче Тĕмер ялĕнче пулса çынсен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Ял çыннисем савăннă, вырăнтах медицина пулăшăвĕ илме май килнипе кăмăллă пулнă. Сăмах май, урапа çинчи поликлиника кĕске вăхăтра инçетри ялсене 84 хутчен тухнă, 1194 çынна йышăннă, 1869 тĕпчев ирттернĕ, çав шутра лаборатори мелĕпе – 500 ытла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code