Пятница, Август 14, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хатĕрленÿ ĕçĕсене – кирлĕ шайра

Хатĕрленÿ ĕçĕсене – кирлĕ шайра

2020 çулхи юпа уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче пулса иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттересси енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Унта РФ патшалăх статистика службин Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕсем те хутшăннă. Марина Романова бригадир-инструктор районта çырава хатĕрленсе çак тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Çĕнĕлĕхсем пирки те чарăнса тăнă. Хальхинче çыравçăсен кăтартусене пухассинче виçĕ мелпе усă курма майсем пулаççĕ. Пĕрремĕшĕ – интернет урлă – Раççей çыннисем çырав хучĕсене компьютерсемпе тата смартфонсемпе усă курса тултарма пултарни. Иккĕмĕш мел – пĕтĕм информацие ятарлă электронлă анкета вырнаçтарнă планшетсемпе смартфонсене пухни. Виççĕмĕшĕ – йăлана кĕнĕ йĕркепе çыравçăсем килĕрен çÿресе ыйтса пĕлни, кăтартусене ятарлă хут бланксем çине çырни.

Районти çырав комиссийĕн секретарĕ Алина Быкова халăх çыравне ирттерессипе çирĕплетнĕ ĕç планĕпе паллаштарнă.

Леонард Левый лару ĕçне пĕтĕмлетсе çакна палăртнă: «Чăннипех, пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Пĕччен, иккĕн тумалли ĕç те мар. Нумай çуллăха официаллă кăтартусем пулса тăракан халăх çыравне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата вырăнсенчи çак ĕçшĕн яваплă çынсемпе пĕр шухăшлă пулмалла, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле. Халăх çыравне ытти çулсенчи пекех çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттересси тĕп тĕллев пулса тăтăр», – тенĕ вăл.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code