Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш наци конгресĕн

Чăваш наци конгресĕн

çуртĕнче «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организацин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна унăн ертÿçин çумĕ Юрий Карпов ертсе пынă.

Чи малтанах вăл ентешлĕх çулталăкра туса ирттернĕ ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă. 2019 çулта районта та, республикăра та сахал мар мероприяти йĕркеленĕ. Спорт ăмăртăвĕсем уйрăмах йышлă иртнĕ.

Ентешлĕхĕн хастарĕсем малашлăх ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Елчĕк ен ентешлĕхĕн уявне хăçан паллă тăвассине те палăртнă – вăл 2020 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче тĕп хулари трактор тăвакансен культура керменĕнче иртĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code