Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Умра Çĕнĕ çул тата Раштав

Умра Çĕнĕ çул тата Раштав

уявĕсем. Вĕсен илемĕ эпир тимлĕ те сыхă пулнинчен те килет. Уяв савăнăç çеç кÿтĕр тесен пиртен кашнийĕн пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла:

– предприяти-организацисен ертÿçисен уяв кунĕ тата вăхăчĕ пирки пушар хурал ĕçченĕсене маларах пĕлтермелле;

– уяв ирттерес енĕпе яваплă çынсене çирĕплетмелле;

– вĕсемпе пушар хăрушсăрлăх енĕпе инструктаж ирттермелле;

– уяв валли хатĕрленĕ пÿлĕмсене пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтермелле;

– чăрăша пушар хуралĕн ĕçченĕсем сĕннĕ вырăна вырнаçтармалла;

– пÿлĕмрен урама тухма икĕ алăк пулмалла.

Чăрăшсене электричество çутипе, çуртасемпе, хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, мамăкпа, бенгали çуртисемпе илемлетме юрамасть, заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе /вĕсем юсавлă пулччăр/ çеç усă курмалла.

Пиротехника пирки уйрăм калаçу. Саккун ăна çул çитменнисене сутма, ачасене унпа хăйсен тĕллĕн анчах усă курма чарать. Çак хатĕрсене кĕсьене чикнĕ, вăл вара хытă япала çумне перĕнсе сирпĕнсе çынсем аманнă тĕслĕхсем те пулнă. Çавăнпа та ăна упрас йĕркесене çирĕп пăхăнăр – нÿрлĕ вырăнта ан тытăр, урамри сутуçăсенчен ан туянăр. Фейерверкпа усă курас умĕн инструкципе тĕплĕн паллашăр.

Уяв савăнăç анчах илсе килтĕр тесен террора хирĕçле йĕркесене те çирĕп пăхăнар.

А.САЙКИН,
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code