Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Наука ĕçне парăннă

Наука ĕçне парăннă

Аслă Пăла Тимеш ялĕ нумай паллă çынна ÿстерсе çитĕнтернĕ. Сверчковсен çемйинчен вара наука çыннисем иккĕн тухнă. Вĕсем: Любовь Анатолиевна тата Людмила Анатолиевна.

Малтанласа сăмах Люба пирки пултăр. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă мал ĕмĕтлĕ хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне – медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 2000 çулта аслă шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Ун хыççăн клиника ординатуринче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Кунта вăл «Лучевая диагностика и лучевая терапия» специальноçа алла илнĕ. 2002-2006 çулсенче университетра çак енĕпех кафедра ассистенчĕ пулса вăй хунă. 2006 çулта «Комплексная лучевая диагностика автономно функционирующих узлов щитовидной железы» темăпа диссертаци хÿтĕленĕ.

Любовь Тимофеева хальхи вăхăтра та хăй вĕреннĕ университетра ĕçлет, вăл – кафедра доценчĕ, медицина факультечĕн сывату ĕçĕн тата диплом илес умĕнхи вĕренĕве йĕркелекен деканăн çумĕ.

Мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм ялан шыравра, професси пĕлĕвне, квалификацие ÿстерессипе тăтăшах тимлет. «Рентгенология», «Ультразвуковая диагностика», «Компьютерная томография», «Магнитно-резонансная томография» специальноçĕсене алла илнĕ, аслă категорири квалификацие тивĕçнĕ. Пĕр вăхăтрах Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ клиника больницинче рентгенолог тухтăр, ультрасасă диагностикин тухтăрĕ пулса ĕçлет.

Любовь Анатолиевна ординатурăра вĕренекенсен наука ертÿçи – «Рентгенология» специальноçа ертсе пырать, ординаторсене 22 специальноçпа лекцисем вулать, практика занятийĕсем ирттерет. Вăл ертсе пынипе «Рентгенология» специальноçа 200 ытла çамрăк алла илнĕ. Вĕсем хамăр республикăри тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче вăй хураççĕ.

Любовь Анатолиевна аспирантсене диссертацисем хÿтĕлеме пулăшассипе те наука ертÿçи пулса тăрăшать. Çак çулсенче вăл 160 ытла наука ĕçĕ пичетлесе кăларнă, çав шутран 4-шĕ – монографи, вĕренÿпе методика пособийĕсем тата ыт. те. Вăл çырнă наука изданийĕсем Пĕтĕм Раççейри конкурссемпе куравсенче нумай хутчен призлă вырăнсене тивĕçнĕ. Тĕнче, Раççей шайĕнчи, регионсем хушшинче иртекен наукăпа практика конференцийĕсене, конгресс-симпозиумсене, съездсене тăтăшах хутшăнма та вăхăтне тупать. Çак çулсенче панă наградăсем те унăн пархатарлă ĕçне уççăнах çирĕплетеççĕ.

1958 çулта çуралнă аппăшĕ, Людмила Анатолиевна Петрова та пурнăçне пархатарлă ĕçпе çыхăнтарнă. Вăл та И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ – химик. 1982-1985 çулсенче медицина училищинче, энерготехникумра ВЛКСМ комитечĕн секретарĕнче ĕçленĕ. 1985-2007 çулсенче университетри фармакологи кафедрин заведующийĕ пулнă, ĕçленĕ вăхăтрах аспирантурăра психологи факультетĕнче вĕреннĕ. 2006 çулта «Формирование этнопедакультуры будущих медицинских работников офиса врача общей практики» темăпа кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. 2007 çулта Людмила Анатолиевнăна прикладнăй психологи кафедрин доценчĕ пулма уйăрса лартнă. Хальхи вăхăтра университетра социаллă тата клиника психологи кафедрин доценчĕ. Вăл 2 монографи тата 60 ытла вĕренÿпе методика тата наука ĕçĕсен авторĕ.

З.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code