Пятница, Август 7, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пултаруллă сăвăç, журналист…

Пултаруллă сăвăç, журналист…

лчĕк çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Борис Борлен /Б.Тихонов/ çыравçă.

Тăван ялĕнче вăл çуралса ÿснĕ çурт халĕ те ларать. Шел пулин те, никам та пурăнмасть унта. Вăл çуртра 1934 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче кун çути курнă Борис. Ялти пуçламăш шкулта, аслă классенче Комсомольски районĕнчи Аслă Каçалта, Елчĕкре, ун хыççăн Шупашкарти пединститутăн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче вĕреннĕ. Тăрăшса вĕреннисĕр пуçне вăл обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă, студентсен литература кружокĕн старостинче тăрăшнă. Çак вăхăтра Петĕр Хусанкай, Ваçлей Давыдов-Анатри, Александр Алка, Георгий Ефимов çыравçăсемпе паллашни унăн литературăри пултарулăхĕ çине пысăк витĕм кÿреççĕ. Ваçлей Давыдов-Анатрипе уйрăмах çывăх туслашаççĕ вĕсем. Поэтăмăрăн малтанхи сăввисем «Ялав» журналта пичетленнĕ. Институт хыççăн Борис Леонтьевич «Коммунизм ялавĕ», «Çамрăк коммунист» хаçатсенче ĕçлесе опыт пухнă хыççăн тăван района таврăнать, «Колхоз ялавĕ» хаçатра вăй хурать. Унăн сăввисем унта та чылай пичетленнĕ, вулакан вĕсене яланах хапăлласа йышăннă. Вăл çитменлĕхсем пирки те уççăн çырма хăраман.

Шăпа каярах сăвăçа Пушкăрт Республикинчи Стерлитамак хулине илсе çитерет, кунта вăл, хаçат редакцийĕнче ĕçленисĕр пуçне, ачасене шкулта чăваш чĕлхипе литературине те вĕрентет. Вăл тăрăшнипех хулари шкул-интернатра тата педагогика училищинче чăваш чĕлхине вĕрентме пуçлаççĕ. Хусанта чăвашсен «Сувар» обществăпа политика хаçачĕ тухса тăма пуçласан ăна унта корреспондент пулса ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. 1994 çулта Хусанти педагогика университечĕ çумĕнче чăваш çамрăкĕсем валли Б.Борлен пуçарăвĕпе вырăс тата чăваш уйрăмĕ уçăлать, кунтах вăл чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пырать.

Раççей писателĕсен тата Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕсен членĕ Борис Борлен тĕрлĕ ÿсĕмрисем валли чылай кĕнеке кăларнă. Вĕсем шкулсенчи библиотекăсенче те вырăн тупнă. Чăвашлăх, унăн шăпишĕн пăшăрханни, чĕлхемĕре упрама чĕнни – хайлавĕсен тĕп темисем.

Хамăр тăрăхран çакăн пек пултаруллă çын тухнăшăн эпир чăннипех те мăнаçланатпăр.

Максим САДОВНИКОВ,
Кушкăри вăтам шкулта 10 класра вĕренекен.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code