Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Призерсем паллă

Призерсем паллă

Шкул ачисем хушшинчи Пĕтĕм Раççейри предметсен муниципалитет шайĕнчи олимпиадисем хыçа юлнă.

Вĕренекенсем 19 предметпа, çавăн пекех чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.

Районти олимпиадăна 756 шкул ачи хутшăнчĕ, вĕсенчен 96-шĕ – çĕнтерÿçĕсемпе призерсем.

Калас пулать, пĕр вĕренекенех темиçе предметпа тупăшнă тĕслĕхсем çулсеренех пулакан ырă пулăм. Акă, Анатолий Нягин /Елчĕк, 11 кл./ математика, астрономи, физика, технологи, информатика предмечĕсемпе мала тухнă. Ирина Пупина /Çĕнĕ Пăва, 11 кл./ биологи, вырăс литератури, вырăс чĕлхи, истори, технологи предмечĕсене, Милана Емельянова /Çĕнĕ Пăва, 9 кл./ вырăс литератури, истори, акăлчан чĕлхи, обществознани предмечĕсене лайăх пĕлнине кăтартнă. Çавăн пекех Александр Ефимов /Курнавăш, 8 кл./, Даниил Ловкин /Çирĕклĕ Шăхаль, 10 кл./, Александр Мальцев /Елчĕк, 10 кл./, Тамара Павлова /Елчĕк, 10 кл./, Анастасия Смирнова /Çĕнĕ Пăва, 9 кл./ 3-шер предметпа палăрнă.

Вĕренÿ тухăçлăхĕн кăтартăвĕсене тишкерсен Çĕнĕ Пăва шкулĕ /69 ачаран 15 призер/ малта. Курнавăшсен 63 ачаран 13 призер, Çирĕклĕ Шăхальсен 61 ачаран 10 призер, Елчĕксен 362 ачаран 44 призер.

Тăван чĕлхепе литературине, тăван ен культурине лайăх пĕлекенсем яланхиллех Елчĕк тата Курнавăш шкулĕсенчен. Кăçалхи олимпиадăра ку енĕпе районти çĕнтерÿçĕсемпе призерсем – 21-ĕн.

Çак вăхăтрах пуçламăш классенче пĕлÿ пухакансем те район шайĕнчи ăс-тăн вăййисенче тупăшрĕç. Тăваттăмĕшсем хушшинче Елчĕк ачисен ăсталăхĕпе тавра курăмĕ çивĕчреххи палăрчĕ.

Муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисем рейтинг тăрăх регион шайĕнчи тупăшăва хутшăнĕç. Олимпиадăсем январь уйăхĕнче пуçланаççĕ.

Л.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code