Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости > Ентеше асăнса

Ентеше асăнса

Борис Леонтьевич Тихонов (Борлен) пурăннă пулсан ĕнер хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тунă пулĕччĕ. Шел пулин те, вăл пиртен иртерех уйрăлса кайрĕ.

Пултаруллă журналиста, вĕрентекене тата паллă сăвăçа асăнса районти тĕп библиотекăра вăл çуралнă кун — декабрĕн 20-мĕшĕнче уяв иртрĕ, ăна «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин ертсе пычĕ. Борис Леонтьевича лайăх пĕлнĕ çынсем, унăн пултарулăхне хисеплекенсем хутшăнчĕç унта. Чи малтанах вулавăшри краеведени пайĕн пуçлăхĕ Алина Петрова пуçтарăннисене ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Борис Борленăн вĕренекенĕсем — пичет ветеранĕ, чылай çул «Елчĕк ен» хаçатра корреспондентра тата тĕп редакторта тăрăшнă Иван Иноходов, хаçатăн пай редакторĕ Елена Петрова тата ытисем те Борис Леонтьевич пирки чылай ырă сăмах каларĕç, унăн пурнăçне тата пултарулăхне пурнăçри тĕрлĕ тĕслĕхсемпе сăнарласа пачĕç.  

Борис Леонтьевич Тихонова (Борлен) халалласа район хаçачĕ йĕркеленĕ «Манăçнă сăмах — тупсăмĕ пурах» конкурсăн çĕнтерỹçисене чысларĕç. Çитĕннисен хушшинче пĕрремĕш вырăна Лариса Казначеева (Вăрăмхăва), 2-мĕш вырăна Алина Петрова (Елчĕк), Галина Веникова (Энтепе), 3-мĕш вырăна Галина Енейкина (Патреккел), Людмила Енедерова (Тăрăм), Анна Портнова (Кушкă) тивĕçрĕç. Шкул ачисен хушшинче 8-мĕш класри Валерия Федорова (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ) пĕрремĕш, 5-мĕш класри Даниил Можаев — 2-мĕш (Патреккел), Даша Мулгачевăпа Кристина Свеклова (Кушкă) 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code