Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости > Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

 

Борис Леонтьевич Тихонова (Борлен) халалласа район хаçачĕ йĕркеленĕ «Манăçнă сăмах — тупсăмĕ пурах» конкурсăн çĕнтерỹçисене чысларĕç.

Çитĕннисен хушшинче пĕрремĕш вырăна Лариса Казначеева (Вăрăмхăва), 2-мĕш вырăна Алина Петрова (Елчĕк), Галина Веникова (Энтепе), 3-мĕш вырăна Галина Енейкина (Патреккел), Людмила Енедерова (Тăрăм), Анна Портнова (Кушкă) тивĕçрĕç. Шкул ачисен хушшинче 8-мĕш класри Валерия Федорова (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ) пĕрремĕш, 5-мĕш класри Даниил Можаев — 2-мĕш (Патреккел), Даша Мулгачевăпа Кристина Свеклова (Кушкă) 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code