Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравление с Новым годом и Рождеством глав Яльчикского района

Поздравление с Новым годом и Рождеством глав Яльчикского района

Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ, хаклă ентешсем!

Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатпăр!

2019 çула начар мар вĕçлерĕмĕр, районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвне малалла аталантарас тĕллевпе пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр.

Çĕнĕ çул мĕнле пуласси те пĕтĕмпех хамăртан килет. Мĕн палăртнине тĕллевлĕн пурнăçласа пырсан, çитĕнÿ тăвас тесе кашнийĕ хăй тÿпине хывсан ырă улшăнусем татах та пулĕç. Çĕнĕ çулта ял халăхĕн пурнăçĕ лайăхланса, илемленсе, çăмăлланса пынипе палăртăр.

2020 çулта эпир пурте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине уявлатпăр. Çак паллă та асра юлмалли куна чыспа кĕтсе илсе ирттерер, кашнийĕ пысăк çитĕнÿ тăвассишĕн тăрăшар.

Раштав уявĕ кашни киле лăпкăлăх тата килĕшÿ илсе килтĕр.

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, килĕшÿ, юрату, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code