Пятница, Август 7, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Виççĕмĕш турнир

Виççĕмĕш турнир

Аслă Елчĕкри хоккей площадкинче ялти вăтам шкулта 30 çул ытла физкультура вĕрентнĕ, пĕтĕм пурнăçне спорта аталантарассине панă Виталий Афанасьев ячĕпе 3-мĕш турнир иртнĕ. Спортсменсемпе куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Виталий Зиновьевичăн мăшăрĕ Надежда Афанасьева, шăллĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев саламланă, вăл никĕсленĕ çитĕнÿсене малалла çирĕплетсе пыма ăнăçу суннă.

5 команда кĕрешнĕ турнирта Патреккелсем – чи пултаруллисем. Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасем призерсен йышне кĕнĕ. Никита Алексеев /Лаш Таяпа/, Станислав Мисяков /Аслă Елчĕк/, Станислав Владимиров, Роман Гаврилов /Патреккел/ вăйăсенче пысăк ăсталăхпа палăрнăшăн кубоксене, командăсем вара дипломсемпе укçан премине тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code