Воскресенье, Январь 24, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăр ĕç хуçайман – хуйхă хуратайман

Йывăр ĕç хуçайман – хуйхă хуратайман

Çутă сăнлă, ăшă кăмăллă, кĕлеткипе тĕреклĕ Василий Никандрович Григорьевпа куçа-куçăн курса калаçсан никам та 85 çула çитнĕ тесе калаймĕ. Хăйĕн çулĕнчен самай çамрăк курăнать вăл.

Василий Никандрович 1934 çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Никандр Васильевичпа Анфиса Васильевна Григорьевсен çемйинче кун çути курнă. 4 ачаран ?2 ывăл та 2 хĕр/ Василий иккĕмĕш ача пулнă. Ĕçчен ашшĕ-амăшĕ ачисене çамрăкран ĕç çумне çыпăçтарнă. Пурнăç çăмăл пулманран 7 класс хыççăн малалла вĕренме май пулман ачан, вăл хуçалăх ĕçне кÿленнĕ. Маларах тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, унтан çамрăка колхоз лашисене шанса панă. Вăл вăхăтра тĕп ĕç вăйĕ лаша пулнă-çке. 1953 çулта çар ретне тăрать каччă, служба тивĕçне Приморск тăрăхĕнче 3 çул пурнăçласан тăван тăрăха таврăнать. Ку вăхăтра Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоз Аслă Пăла шывĕ çине ГЭС туса лартать, çавна май хуçалăхри объектсемпе ялсене çутăпа тивĕçтереççĕ. Ĕнер салтакран таврăннă йĕкĕте çак объектра ĕçлеме шанаççĕ. Çемье çавăрас тĕллевлĕ каччă Кушкă ялĕнчи хÿхĕм, яштака та хитре, ĕçчен те сăпайлă Матрена Орловăна куç хывать. Туслă çÿренĕ май çамрăк хĕр те хăйĕн пуласлăхне çак патвар каччă çумĕнче туять ахăр. Юратупа хĕмленнĕ чĕресем пĕрлешсе туй кĕрлеттереççĕ, тус-тăванĕсемпе пĕрле савăнаççĕ. Виçĕ çул тĕп килте ватăсемпе пурăннă хыççăн çурт туянса уйрăлса тухать мăшăр. Вăхăт иртнĕ май ăна çĕннипе улăштараççĕ Григорьевсем. Ку ĕçре çамрăк ĕçченсене хуçалăх та пулăшу аллине тăсать. 1962 çулта çемьене телей кайăкĕ вĕçсе килет – пĕрремĕш ачине Лена ят хураççĕ. Каярах Тамара, Николай, Леонид, Юрий кун çути кураççĕ. Матрена Алексеевна маларах дояркăра тăрăшать. Василий Никандрович вăхăт иртнĕ май пилорамăра ĕçлеме пуçласан хĕрарăм та мăшăрĕпе пĕрле вăй хурать. Анчах та пĕринче инкек тÿсет хĕрарăм – купаласа хунă пĕренесем кусса анса Матренăн урисене темиçе вырăнтан хуçаççĕ. Суранĕсем час тÿрленменрен вăрах вăхăт нуша тÿсме тивет. Кайран сывалса çитсен техничкăна ĕçлеме вырнаçать 5 ача амăшĕ. Чир çумне чир хушăнсах тăрать – вăхăт иртнĕ май сахăр диабечĕпе аптăрама пуçлать хĕрарăм. Çитĕннĕ ывăлĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă хыççăн йывăр хуйха пула амăшĕ тата та хавшать, 2003 çулта пурнăçран уйрăлса каять. Василий Никандрович пур хуйха та шăлне çыртса тÿсĕмлĕн ирттерет. Ачисем, мăнукĕсем пурри ăна мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла пурăнма хистет.

Григорьевсен аслă хĕрĕ Елена бухгалтер специальноçне алла илсен Патăрьел районне качча тухать, кунта «Гвардеец» хуçалăхра тăрăшса тивĕçлĕ канăва каять. Кану тапхăрĕнче те ĕçсĕр лармасть хĕрарăм – страхлав агенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Тамара çемйипе Ульяновск тăрăхĕнче пурăнать. Леонид Мускавра, Юрий Шупашкарта тĕпленнĕ, иккĕшĕ те строительсем.

– Ачасемпе савăнатăп, вĕсемсĕр мĕнле пурăнассине те пĕлместĕп, – кăмăлне уçать Василий Никандрович. Ачисем вара ашшĕ патне кану кунĕсенче килсех тăраççĕ, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама хутшăнаççĕ. 10 мăнукĕпе 6 кĕçĕн мăнукĕ кĕрсе тăрсан пÿрт тулсах каять.

«Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята чăннипех те тивĕçлĕ 85 çулхи ватă. Ĕç кĕнекине тишкерсен пĕтĕмĕшле стажĕ 48 çулпа танлашнине куратпăр. Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсен шучĕ те çук.

Чунне ĕçпе пусарать, чăх-чĕп тытать, пахчинче тĕрлĕ çимĕç ÿстерет ĕç паттăрĕ. Кил-çуртне тирпейлĕхре тытать. Лена хĕрĕ çывăхра пулни пурнăçне çăмăллатать, хĕрĕ аш-какайпа, сĕт-çупа тивĕçтерет ашшĕне, кил-çуртне тирпейлеме пулăшать.

Хисеплĕ Василий Никандровича юбилейпе ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев тата ыттисем те саламларĕç. Вĕсем ăна тулли телей, савăнăç парнелерĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

З.ПОРТНОВА,
ветерансен пуçламăш организацийĕн ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Григорьев.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code