Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтанхи çĕнтерÿ

Малтанхи çĕнтерÿ

Республикăра Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен хоккей ăмăртăвĕсем пуçланнă.

Çĕнĕ çул умĕн Вăрнарти Пăр катокĕнче аслă ушкăнрисен 1-мĕш тапхăрти тĕл пулăвĕсем иртнĕ. Елчĕксем унта, Александр Адюков тренер ертсе пынипе, Патăрьелсене /5:1/, Комсомольскисене /11:6/, Шăмăршăсене /5:0/ парăнтарса ку сезонта пĕрремĕш çĕнтерÿ тунă. Командăри Роман Гаврилов, Павел Доброхотов, Максим Борисов, Петр Палашкин, Стас Владимиров /Патреккел шкулĕ/, Олег Ефимов /Аслă Елчĕк/, Денис Жуков /Çирĕклĕ Шăхаль/, Кирилл Александров, Руслан Евдокимов, Максим Салмин /Лаш Таяпа/ çывăх кунсенче черетлĕ ăмăртусенче вăй виçĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code