Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи хаклă тупра

Чи хаклă тупра

2020 çулта республикăри районсенче пурăнакан хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслеме виçĕ рентген комплексĕ тухса çÿрĕ.

Çĕнĕ комплекса цифра маммографĕпе тивĕçтернĕ, вăл «Маммологи онкопатрулĕ» йышĕнче районсем тăрăх кайĕ. Автобуса онкологи диспансерĕ валли «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн туяннă.

Иртнĕ çул куçса çÿрекен икĕ комплекс 150 хутчен çула тухнă. Кустăрмасем çинчи диагностика кабинечĕсенче 6,5 пин ытла хĕрарăм сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Сăмах май, онкологи диспансерĕн профилактика ĕç-хĕлĕн тĕп мерисенчен пĕри «Маммологи онкопатрулĕ» 2015 çулхи нарăс уйăхĕнче старт илнĕ. Рентген маммографи цифра комплексĕсем районсене тухса çÿресе 39 çултан аслăрах хĕрарăмсен кăкăр чирĕсене тупса палăртма май параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code