Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ятарлă стипендие тивĕçнĕ

Ятарлă стипендие тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипенди парасси çинчен хушăва алă пуснă.

Вĕренÿре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусем тунă республикăри 1000 яшпа хĕр хушшинче пирĕн районти 16 çамрăк та пур. Вĕсен йышĕнче – район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Марина Вастулова, районти тĕп больницăри Елена Майкова терапевт тухтăр, «Прогресс» АХОн ветеринари тухтăрĕ Алена Ишмуратова, Кушкă шкулĕнчи Кирилл Веников, Сергей Марков, Курнавăшри Анастасия Демьянова, Иван Смирнов, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Кристина Волкова, Даниил Ловкин, Çĕнĕ Пăвари Анжела Иванова, Елчĕкри Никита Долгов, Александр Мальцев, Тамара Павлова, Александр Филиппов, Аслă Таяпари Ксения Королева вĕренекенсем, Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекен Елизавета Казначеева кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code