Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йĕркепе

Çĕнĕ йĕркепе

2020 çулта РФ агропромышленность комплексне субсидисем памалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ.

Маларах çак субсидисене панă чухне виçĕ енлĕн тишкерсе хакланă: регионсенчи АПК аталанăвĕн тĕллевлĕ программисен кăтартăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшас тĕллевпе, «гектар тăрăх», кашни литр сĕтшĕн паракан субсиди. Малашне субсидисен çак тĕсĕсене компенсацилекеннисем тата хавхалантараканнисем çине пайлĕç. Малтан асăннă субсиди шутне ÿсен-тăран тата сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчи çыхăнман пулăшăва кÿресси, ăратлă выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетессине тата элита вăрлăх туса илессинче пулăшасси, çавăн пекех ÿсен-тăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен тытăмĕсене аталантарасси, агрострахование аталантарасси кĕрет. Компенсацилекен субсиди виçине кашни регионăн çĕршыври кăтартусен пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшĕнчи тÿпине кура йĕркелĕç. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 2020 çулта 34 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Хавхалантаракан субсидие АПК аталанăвĕнчи хăйсемшĕн приоритетлă отрасльсене палăртнă регионсене парĕç. Вăл пĕрчĕллĕ тата çу культурисен, уçă çĕрти пахча çимĕçĕн, сĕт производствине, аш-какай валли çитĕнтерекен мăйракаллă шултăра выльăх ĕрчетессине, иçĕм çырли туса илессине аталантарассине пырса тивет. Унта пĕчĕк хуçалăхсене аталантарасси кĕрет. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен кăçал 27 миллиард тенкĕ уйăрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code