Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кавказ леш енче

Кавказ леш енче

Кун-çул вĕçнелле çитсе пынă май пурнăçра пулса иртнĕ пулăмсем куç умне çĕнĕрен туха-туха тăраççĕ. Уйрăмах Совет Çарĕнче службăра пулнă вăхăт асран тухмасть.

Мана шăпа салтак тивĕçне пурнăçлама Хĕрлĕ ялавлă Кавказ леш енчи çар округне илсе çитерчĕ. Çакăнта эпĕ икĕ çул салтак службине ирттертĕм /ноябрь 1969 – ноябрь 1971 çç/. Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир çак çар округĕ пирки; Асăннă çар округĕ 1920 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Азербайджан ССРне, ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Армени ССРне, 1921 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче Грузи ССРне туса хунă хыççăн çак çĕнĕ туса хунă Совет республикисенчи пурнăç тăнăçлăхне сыхласа тăма Кавказ леш енчи çарсен ушкăнне хута янă /каярахпа Хĕрлĕ ялавлă/. Ку çар округĕн чиккин леш енче икĕ капитализмла çĕршыв – Турци тата Иран вырнаçнă пулнă.

Эпĕ Кавказ леш енче службăра тăнă вăхăтра, 1971-мĕш çулхи май уйăхĕнче Грузи ССРне тата Хĕрлĕ ялавлă Кавказ леш енчи çар округне туса хуни 50 çул çитнине паллă тума хатĕрленетчĕç. Çавăнпа та Тбилиси хулинче çар парачĕ ирттерсе яма палăртнă пулнă. Хулара Хĕрлĕ ялавлă Кавказ леш енчи çар округĕн штабĕ тата округри тĕрлĕ çарсен штабĕсем вырнаçнă. Округри çар прокуратурипе çар госпиталĕ те кунтах. Ку парадра çуран çар подразделенийĕсемсĕр пуçне çар техникин ушкăнĕсем те хутшăнмалла пулнă.

Пирĕн ротăри салтаксем те ку парада хутшăнмалла терĕç. Ротăн БТР-60ПБ, БРДМ-1, БРДМ-2 колоннисемпе трибуна умĕнчен иртмелле. Эпир çине тăрсах парада хатĕрленме пуçларăмăр. Çапла вара кашни кунах Кура шывĕ хĕрринче тренировка ирттеретпĕр. Манăн БРДМ-1 колоннипе иртмелле пулать. Парадра çуран утса тухма та пĕрре те çăмăл мар. Анчах та БТРсемпе БРДМсемпе пĕр хăвăртлăхпа, пĕр йĕрпе, пĕр пек интервалпа тата дистанципе пыма питĕ кансĕр ĕнтĕ. Çавăнпа та эпир тăрăшсах парад колоннисемпе иртме хăнăхатпăр. Уйрăмах трибуна умĕнчен иртсе кайса хăвăртлăха ÿстермелли вырăна /линия разгона/ çитсен, хăвăрт кăна пырас хăвăртлăха ÿстермелле те малалла вирхĕнмелле. Çак вырăнта кăшт кăна кая юлса хăвăртлăха ÿстеретĕн пулсан, сан хыçăнта пыракан БТР е БРДМ та хăйĕн хăвăртлăхне чакарать. Ун чухне БТРсем шăп трибуна умĕнче чарăнса ларма та пултараççĕ. Кун пек чухне кам айăплине часах шыраса тупаççĕ.

Акă, парад пулмалли кун та çитрĕ. Пăшăрханса, кулянса тăни ахалех пулчĕ. Йĕркеллех иртсе кайрĕ вăл. Пирĕн ротăри БТРсемпе БРДМсен колоннисем трибуна умĕнчен мĕнле кирлĕ, çавăн пек иртсе кайрĕç.

Парад иртекен вырăнта туса лартнă трибуна çинче КПСС Тĕп Комитечĕн Генеральнăй секретарĕ, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн председателĕ, Совет Союзĕн маршалĕ, СССР Оборона Совечĕн председателĕ Л.И. Брежнев, СССР Оборона Министрĕ, Совет Союзĕн маршалĕ А.А.Гречко, Грузи ССР компартийĕн 1-мĕш секретарĕ В.Мжаванадзе, Хĕрлĕ ялавлă Кавказ леш енчи çар округĕн командующийĕ, генерал-полковник С.К.Куркоткин, Тбилиси гарнизонĕнчи çар чаçĕсенчи аслă офицерсем тăчĕç. Уйрăмах А.А.Гречко çивĕч пăхса тăрса ирттерсе ячĕ çар колоннисене. Сăмах май, тепĕр хут та курма тÿр килнĕччĕ СССР Оборона министрне. Вăл ун чухне пирĕн полка тĕрĕслеме пынăччĕ. Эпĕ ун чухне батальонта дежурнăй пулнăччĕ. Вăл казармăна кĕрессе кĕтсе тăраттăм. Анчах вăл ун чухне пирĕн казармăна кĕмерĕ. Манăн чĕре лăштах пулчĕ. Калама анчах вĕт, пырса кĕрсен çухалса кайма та пултарнă ĕнтĕ. Мĕн каламаллине те манса кайăн ун пек чухне.

Пирĕн пĕрремĕш полкăн историйĕ пуян та мухтавлăччĕ. Батальонти хĕрлĕ кĕтесре кун пирки çакăн пек çырса хунă: «23 ноября 1923 года в Киеве из подразделений Щорсовской и Волынской дивизий был создан 133 мотострелковый полк, ныне 1 гвардейский, учебный, Венский, Краснознаменный ордена Суворова мотострелковый полк».

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, нимĕç çарĕсем Мускав хулине илме талпăннă вăхăтра Ельня хули таврашĕнче пулса иртнĕ питĕ хаяр çапăçусенче нимĕç çарĕсене çавăрса илсе çĕмĕрсе тăкнăшăн 1941 çулхи сентябрь уйăхĕн 18-мĕш кунĕнче СССР оборона халăх комиссарĕ, СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Верховнăй Главнокомандующийĕн И.В.Сталинăн 308 номерлĕ приказĕпе, 100-мĕш /командир генерал-майор И.Н.Руссиянов/, 127-мĕш /А.З.Акименко/, 153-мĕш /Н.А.Гаген/, 161-мĕш /П. Ф. Москвитин/ стрелковăй дивизисене 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш гварди дивизийĕсем туса хунă.

Çапла вара 1-мĕш гварди дивизийĕн 1-мĕш гварди вĕренÿ полкĕнче служба вĕçленичченех пулма лекрĕ мана.

Пĕрремĕш гварди вĕренÿ полкĕ кăтартуллă полк пулнă. Унта час-часах генералсен ушкăнĕсем курма пыратчĕç. Полкра пулас пехота уйрăм командирĕсене вĕрентсе кăларатчĕ. Эпир çак курсантсене БТРсемпе çÿреме тата техника енĕпе вĕрентеттĕмĕр. Пирĕн полкра тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем службăра тăратчĕç – ротăра анчах вырăссем, тутарсем, украинецсем, чăвашсем, мариецсем, грузинсем пурччĕ. Çавăн пекех кумык, кабардинец, еврей, нимĕç, кореец – пĕрер çын службăра тăратчĕç. Пурте пĕр тăвансем пек килĕштерсе пурăнаттăмăр. Пĕр-пĕрне курайманлăх пулман пирĕн. Маларах службăна килнисемпе каярах килнисен те хирĕçÿсем çуралман. Çапах та службăна каярах килнисем маларах килнисене сума суса хисеплесси пулса пынă. Ку вăл рота командирне дисциплинăна тытса тăма меллĕ пулнă.

Чăвашсем те пурччĕ пирĕн ротăра, анчах та Елчĕк районĕнчен эпĕ пĕчченехчĕ. Тбилиси хулине куçариччен Авчала поселокĕнчи вĕренÿ батальонĕнче пулнă вăхăтра хамăр районтан Патреккел ачи Гена Сироткин, Елчĕкрен – Лазарев, Кармалтан – Козлов /вĕсен ячĕсене астумастăп ĕнтĕ/ пурччĕ. Уйрăмах Гена питĕ маттур курсантчĕ. Вăл 6-мĕш ротăра, малти ретре правофланговăй пулса плац çинче строй уттипе шаплаттарса пынă чух чун савăнса тăратчĕ. Пуринчен çÿллĕ, пуринчен маттурчĕ. Вĕсем автомобильсен отделени командирĕ пулма вĕренетчĕç. Эпĕ БТРщиксен отделени командирĕ пулма вĕреннĕ. Çавăн пекех Душети хулинчи вĕренÿ хими батальонĕнче хамăр районти Çĕнĕ Эйпеç ачи Владимир Петров, Тбилиси хулинче /анчах та урăх чаçре/ Кушкă ачи Коля Жилин службăра манпа пĕр вăхăтра тăчĕç.

Кавказ леш енче службăра тăнă вăхăтра Совет çарĕн салтакĕсене вырăнти халăх çыннисем сума суса йышăнатчĕç. Грузи халăхĕ те хисепленĕ, анчах та армян халăх çыннисем уйрăмах çывăхчĕ.

1971-мĕш çулхи июнь уйăхĕнче Кавказ леш енчи çар округĕнче «Кăнтăр» ят панă çар вĕренĕвĕсем пулса иртрĕç. Ку ĕç Арменинче Октямбрян полигонĕнче пулчĕ. Çак вĕренÿсем вăхăтĕнче эпир Турци чиккинчен 10 çухрăмра тăтăмăр. Бинокльпе пăхсан, чикĕ леш енчи Турци ялĕн урамĕсем лайăхах курăнатчĕç. Пирĕн вĕренÿ пынă вăхăтрах чикĕ леш енче Турци çĕрĕ çинче НАТО блокĕн вĕренĕвĕсем те пулса иртнĕ терĕç командирсем…

Эпир 1-мĕш полкри БТРщиксем, Грузи ССРĕнчи Рустави, Гардабани хулисене кая хăварса Азербайджан ССРĕнчи Казах поселокне çитсе канса илнĕ хыççăн, Армян ССРĕнчи Иждеван, Дилижан хулисенчен иртсе Кировокан хулине çитсе чарăнтăмăр. Кунта пĕр вăхăт тăнă хыççăн, перевал урлă каçса ту хушшинче çĕр каçнă хыççăн Арарат айлăмне анма пуçларăмăр. Иртсе кайнă армян ялĕсемпе хулисенче вырăнти халăх питĕ ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса ячĕ пире. Хĕрсем чечек çыххисем, аслăраххисем улма-çырла пакечĕсем ывăта-ывăта пачĕç. Аштарак хулинчен иртсен пĕр пысăк ял çумне канма чарăнсан, пирĕн пата вырăнти çынсем витресемпе сĕт, лаваш илсе пырса пачĕç. Хĕрлĕ эрехпе те сăйларĕç. Пире çапла сума суни кашнинех тĕлĕнтерчĕ.

Армян халăхĕ вырăс çарĕн салтакĕсене хисеплесси ĕлĕкренех пулни паллă историрен. ХХ-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ку туйăм тата та вăйланнă. Вăл вăхăтра Турци халăхĕ армян халăхне уйрăмах вăйлă хĕсĕрлеме тапратнă. 1915-1916 çулсенче Арменинче 4 млн армян пурăннă пулсан, Турци çĕрĕнче 2,5 млн армян пулнă. Турци правительстви йышăннипе 1,5 млн армян халăхне вĕлерсе тухнă. 600 пинне ирĕксĕрлесе Мессопотами пушхирне хăваласа кăларнă /унта вĕсем вилсе пĕтчĕр тесе пулĕ/, 300 пинне Раççей хăйĕн Кавказ леш енчи çĕрĕсем çинче пурăнма ирĕк панă, çапла майпа вĕсене хăй хÿттине илнĕ. Пирĕн салтаксене сума сăвасси те çак пулăмпа çыхăннă пулĕ. Çав вăхăтрах Кавказри халăхсем, грузин, армян, осетин халăхĕсемсĕр пуçне, пурте мусульман тĕнне ĕненсе пурăнаççĕ. Хăйсем христиансем пулнă майпа та армянсем Раççее çывăх хураççĕ тен.

Çавăн пек асра юлнă пирĕн çав тапхăрти çарти пурнăç. Вăл вăхăтра эпир Совет Союзĕ саланса каяссине те, Грузи патшалăхĕ НАТО блокĕ çумĕнче пирĕнпе вăрçă вăрçма хатĕр пулассине шутлама та пултарайман. Пирĕн Кавказ леш енчи çар вăл вăхăтра çакăнта виçĕ патшалăх çыннисен тăнăç пурнăçне сыхласа тăнă. Унта пирĕн çар тăнă чухне çак патшалăхсен çĕрĕсем çине тăшман çарĕ пырса кĕреймен.

Хальхи вăхăтра, Кавказ леш енче, Раççейĕн Арменири Гюмри /Ленинакан/ хулинчи çар базисемсĕр пуçне урăх çарсем çук.

Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code