Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем

Пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртекен федераци саккунĕсем тата норматив акчĕсем вăя кĕчĕç.

Пенси ÿснĕ

Кăçал та пенсионерсен тупăшне ÿстересси тĕпре пулнă, çавна май пенсисем пысăкланнă.

Ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ январĕн 1-мĕшĕнчен 6,6 процент ÿснĕ. Çакă инфляци шайĕнчен чылай пысăкрах. Пенси балĕ 93 тенке çитнĕ. Страховани пенсийĕн тытăмĕнчи çирĕплетнĕ тÿлев 5686,25 тенкĕпе танлашнă. Страховани пенсийĕн хушма тÿлевĕсене те, вĕсене çирĕплетнĕ тÿлев виçинчен шутлаççĕ, индексацилеме йышăннă. Çавна май ĕçлеме пултарайман çынна пăхнăшăн паракан тÿлев 1895,42 тенкĕпе, ял стажĕн укçи 1421,56 тенкĕпе танлашĕ. Çавна май январĕн 1-мĕшĕнчен районта пурăнакан 6599 ĕçлемен пенсионерăн пенсийĕ ÿснĕ. Вăтамран пенси 772 тенкĕ хăпарать, 13 пин те 849 тенкĕпе танлашать. Çакă 2019 çулхи виççĕмĕш кварталта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен нумайрах. Сăмай май каласан, хушăм кашни пенсионерăн расна, вăл мĕн чухлĕ пуласси пенси виçинчен килет.

Февралĕн 1-мĕшĕнчен ЕДВ тата федераци çăмăллăхçисен соцпакетне, çавăн пекех вилнĕ çынна пытарма паракан социаллă пособие индексацилĕç. Тÿлевсене Росстат кăтартăвĕсемпе 2019 çулхи потребитель хакĕсен ÿсĕмне пăхса – малтанласа шутланă тăрăх 3,8 процент – хăпартĕç. Районта хушма тÿлевсене 2155 федераци çăмăллăхçи, çак шутран 80 проценчĕ сусăрсем, тивĕçеççĕ.

Федераци çăмăллăхçисен шутне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, хĕрÿ вырăнсенчи çапăçусене хутшăннисем, вĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофин ликвидаторĕсем, ытти хăш-пĕр ушкăнри граждансем кĕреççĕ.

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн хĕрÿ вырăнти çапăçусен ветеранĕсен йышне Дагестан Республикинче 1999 çулхи август-сентябрь уйăхĕсенче контртерроризм операцийĕсене хутшăннисене кĕртме йышăннă. Çак ушкăнри çăмăллăхçăсен уйăхри тÿлевĕ – 2972,82 тенкĕ.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем, малтан шутласа палăртнă тăрăх, 7 процент хăпарĕç. Районта çак тапхăрта 553 пенсионерăн пенсийĕ ÿсĕ.

Майăн 9-мĕшĕ тĕлне, Аслă Çĕнтерÿ кунне уявланă май, ветерансене 10 пин тенкĕ укçан парса хавхалантарĕç. Çак укçана 1945 çулччен фронтра, партизансен отрячĕсенче, подпольщиксен организацийĕсенче нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешнисен, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен ултă уйăх ытла службăра тăнă çар çыннисен, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнисен, хăш-пĕр категорири граждансен илме ирĕк пур.

Ĕçлекен пенсионерсен страховани пенсийĕсене 2019 çулхи страховани взносĕсем тăрăх августăн 1-мĕшĕнчен ÿстерсе парĕç. Çапла майпа 810 çын пысăкрах пенси илме пуçлĕ.

Тивĕçлĕ канăва камсем каяççĕ?

2019 çулта арçынсен 65 çулта, хĕрарăмсен 60 çулта пенсие тухмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Куçăм тапхăрĕ вăраххăн пулса пырĕ: тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме çулсерен пĕрер çул ÿстерсе пырĕç. 2019-2020 çулта унчченхи йĕркепе пенсие тухма вăхăт çитнисем валли ятарлă çăмăллăх кĕртнĕ. Вĕсем çĕнĕ пенси ÿсĕмне çитиччен ултă уйăх маларах пенсие тухаççĕ. Тĕслĕхрен, 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта 1964 çулхи иккĕмĕш çур çулта çуралнă хĕрарăмсен, 1959 çулхи иккĕмĕш çур çулта çуралнă арçынсен ватлăхпа паракан пенсийĕсене çирĕплетĕç.

2021 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 1960 çулта çуралнă арçынсене 61 çул та 6 уйăх тултарсан, 1965 çулта çуралнă хĕрарăмсене 56 çул та 6 уйăх тултарсан пенси пама пуçлаççĕ.

Куçăм тапхăрĕ 2028 çулта вĕçленет. Çак çултан пуçласа арçынсене 65 çул тултарсан /1963 çулта тата каярах çуралнисем/, хĕрарăмсене 60 çул тултарсан /1968 çулта тата каярах çуралнисем/ пенси çирĕплетме пуçлаççĕ.

2020 çулта страховани пенсине йĕркелеме 11 çул стаж, 18,6 пенси балĕ кирлĕ. Вĕсем çитмесен страховани пенсине каярах çирĕплетĕç е социаллă пенси парĕç.

Стаж пысăк – пенсие маларах

Тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме ÿстернĕ пулин те хăш-пĕр категорири граждансен вăл малтанхи пекех сыхланса юлнă. Тĕслĕхрен, «сиенлĕ» производствăра ĕçленисем, «чернобылецсем» маларах пенсие тухма пултараççĕ. 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта ятарлă стаж пухнă педагогсен, медицина тата пултарулăх ĕçченĕсен ватлăх пенсине 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулта йĕркеленĕ. Иртнĕ çул çак ирĕкпе 24 çын усă курнă.

2019 çулта пысăк стажлисене /арçынсен 42 çул, хĕрарăмсен 37 çул/ маларах пенсие тухма ирĕк панă. Вĕсен ватлăх пенсийĕсене икĕ çул маларах, анчах та 60 тата 55 çула çитиччен мар, йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр çапла майпа 23 çын пенсие тухнă.

З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code