Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă спортсменсем

Паллă спортсменсем

Владимир Петрович Тимофеев

1954 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Тимофеевсен йышлă çемйинче çуралнă. Ачаранах çирĕп вăй-халлă, ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Ялти 8 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ вăхăтра çăмăл атлетсен, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăнма пуçланă: пĕр хутчен çеç мар ăмăрту çĕнтерÿçи тата призерĕ пулнă. 8 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти техника профессийĕн училищинче вĕреннĕ, спорт секцийĕсене çÿренĕ, ытларах çуран тата йĕлтĕрпе чупма кăмăлланă. Спортăн çак енĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ăмăртусенче çамрăксем хушшинче те, çитĕннисен ушкăнĕсенче те çĕнтернĕ.

1973-1975 çулсенче Ф.Дзержинский ячĕллĕ мотострелоксен уйрăм дивизийĕнче службăра тăнă. Йĕлтĕрпе тата çуран чупассипе çара кайичченех пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçланăскер, Мускав хулинче çар службинче тăнă вăхăтра пысăк ăмăртусенче палăрнă. Вăл дивизире службăра тăма çирĕп сывлăхлă, çÿллĕшĕпе 1 метр та 76 сантиметртан кая мар, спорт разрячĕ пур, хăйĕн, ашшĕ-амăшĕн, çывăх тăванĕсен биографийĕсем таса çамрăксене суйласа илнĕ. Çуран тата йĕлтĕрпе нумай çухрăмлă марш-бросоксем час-часах чупни çинчен каласа паратчĕ. «Динамо» физкультурăпа спорт обществин Мускав хулинчи Совечĕ йĕркелекен ăмăртусене, Мускав хулин чемпионачĕсене икĕ çул хутшăннă. Йĕлтĕр йĕрĕ çине çĕршыври паллă йĕлтĕрçĕсемпе, çав шутра Олимп вăййисен чемпионĕсемпе, призерĕсемпе тухнă. Вăл Мускав хулинчи йĕлтĕрçĕсен чемпионатĕнче 2-мĕш призер пулнă. Çар службинче çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

Çартан таврăнсан Шупашкарти промышленность тракторĕсем тăвакан заводра спорт инструкторĕ, 18-мĕш профтехучилищĕре производство вĕрентĕвĕн мастерĕ, «Коммуналлă технологисем» ОООра автоколонна начальникĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах республикăри ăмăртусене хутшăннă.

Спортри тата производствăри çитĕнÿсемшĕн СССР Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотипе хаклă призне, Шупашкар хула администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code