Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Чи вăйлисем

«Чăваш Республикинчи чи лайăх кире пуканçăсем» конкурса пĕтĕмлетнĕ. 2 эрнене пынă сасăлав тăрăх пултаруллисен йышне ентешсем кĕни те кăмăллă.

Хăйсен ушкăнĕнче Анатолий Узюкин спорт мастерĕ /Таяпа Энтри/ 62,03 процент, Александр Константинов /Тăрăм/ – 49,13 процент, Камилла Николаева /Курнавăш/ 41,62 процент сасă пуçтарнă.

Кăçал та чемпион

Патреккел ялĕнче Николай Рыбкина асăнса хоккеистсен районти чемпионачĕ иртнĕ.

Ăмăртăва хутшăннă 5 командăран «Лаш Таяпа» уйрăмах ăста вылянă. Вĕсем – чемпион. Пĕр вĕçĕм 3-мĕш çул. Финалта вăл площадка хуçине 5:0 шутпа çĕнтернĕ. Призер йышне кĕнĕ «Тăрăм» командăшăн та «Аслă Елчĕке» 6:2 шутпа парăнтарни пысăк çитĕнÿ.

Пултаруллă уйрăм вăйăçăсене – Артем Князева, Алексей Теренина /«Лаш Таяпа»/, Петр Воронцова /«Патреккел»/, Кирилл Филиппова /«Тăрăм»/ ятарлă парнесемпе хавхалантарнă.

Анита каллех «бронзăллă»

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Аслă Елчĕк хĕрĕ Анита Обручкова Шупашкарта иртнĕ йĕлтĕрçĕсен чупăвĕнче палăрни çинчен çырнăччĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки хальхинче хăйĕншĕн çĕнĕ дисциплинăра – биатлонра тупăшнă та – ăнăçнă: юниоркăсен хушшинче бронза медале тивĕçнĕ.

Анита спортри малтанхи çитĕнÿсене Виталий Афанасьев физкультура учителĕ ертсе пынипе туптанă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code