Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Елчĕк шкулĕ – пилот площадки

Елчĕк шкулĕ – пилот площадки

«Чăваш Ен» фонд пуçарнипе республикăри шкулсемпе техникумсенче сывă пурнăç йĕркине халăхра сарас тĕлĕшпе ĕçлекен ыр кăмăллăх пĕрлешĕвĕн 42 ресурс центрĕ ĕçлет.

«PRO-здоровье» проект ертÿçи Михаил Федотов палăртнă тăрăх, паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа сывă пурнăç йĕрки çинчен каласа кăтартни, сывă пурнăç йĕркисене тытса пымалли мелсене вĕрентни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпех ресурс центрĕсен ертÿçисемпе представителĕсем валли семинарсемпе практикумсем йĕркелеççĕ. Вĕсенче сывлăха упрамалли çĕнĕ технологисемпе, ку ыйтупа лайăх ĕçлекен учрежденисен ĕç опычĕпе паллаштараççĕ, ятарлă программăсем çинчен каласа кăтартаççĕ. Фонд ирттерекен семинара Елчĕк шкулĕнчи директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Кузьмина, физкультура учителĕ А.Тихонов хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code