Пятница, Сентябрь 25, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçат пурнăçĕпе пурăннă

Хаçат пурнăçĕпе пурăннă

Район хаçатне вулакансем ăна аван пĕлеççĕ. «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче 1981 çулхи сентябрь уйăхĕнчен ĕçлеме пуçланă та шăп 36 çул вăй хунă вăл. Малтанхи виçĕ уйăхне ял хуçалăх пайĕн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Çав çулах декабрьте ăна хаçатăн яваплă секретарьне çирĕплетнĕ. Çапла майпа 23 çул редакцин штабне, тата 13 çул хаçат коллективне ертсе пынă. Сăмахăм Чăваш Республикин Хисеп грамотине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ Николай Васильевич Алексеев çинчен пырать. Мĕнле пурăнать-ха паян тивĕçлĕ канури ĕçтешĕмĕр?

– 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче пенсие тухнă хыççăн тата виçĕ çула яхăн хаçатăн тĕп редакторĕнче вăй хутăм. Ĕçе пăрахнă хыççăн тивĕçлĕ канăва куçас тапхăр маншăн çăмăл иртрĕ. Ку енĕпе хаçат-журнал, илемлĕ литература вулама юратни, журналистика ветеранĕсенчен тĕслĕх илни, тата кăштах «чун апачĕ» пулни пулăшрĕ пулас.

«Чун апачĕ» ăнлавра сăмах хам çуралса ÿснĕ Тĕмер ялĕн историйĕпе чылайранпа кăсăкланни пирки пырать. Вăл ман чĕрĕк ĕмĕре яхăн каяллах пуçланчĕ-ха. Пушă вăхăтра ялти ватă çынсемпе курнăçса калаçни, отпускра Шупашкарти тĕрлĕ архивсенче, Тĕмер чиркĕвĕнче упранакан документсене тишкерсе ларни, аякра пурăнакан ентешсемпе çыру çÿретни «Тĕмер чиркĕвĕ» /2006 тата 2013 çулсем/, «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» /икшер кăларăмпа/ кĕнекесене кун çути кăтартма май пачĕç. Вĕсем хамăр ял çыннисене кăна мар, ытти ялсенче пурăнакансене те кăсăклантарчĕç. Халĕ те çак ĕçе малалла тăсатăп. Икĕ кĕнеке кăлармалăх материалсем пуçтарăнчĕç ĕнтĕ. Республикăри пичет ветеранĕсемпе çыхăну тытни /пенсие тухсан та сăвă-калав, очерк-тĕрленчĕк çыраççĕ, тăван тăрăхăн кун-çулне тĕпчеççĕ/ кун-çула хаваслăх кĕртет. Вĕсенчен пĕри – Анатолий Тимофеев пичет ветеранĕ. Тĕрлĕ хаçатсенче, Чăваш телевиденийĕнче, комсомол, спорт органĕсенче ĕçленĕ Петр Сидоровăн калемĕ те çивĕч-ха.

– Пичет ветеранĕн хальхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах хускатрăмăр пулсан, хаçат-журнала çырса тăрасси хăçан пуçланнине астăватăр-и? Пĕрремĕш хут заметкăсем çырнисем асра яланлăх юлаççĕ.

– 7-мĕш класраччĕ эпĕ ун чухне. Малтанхи заметкăсене «Пионер сасси», «Колхоз ялавĕ» хаçатсене ярса пани, вĕсем пичетленни асрах. Çакăнтан пуçланчĕ ĕнтĕ çырас туртăм. Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ çулсенче те хаçатсемпе çыхăну тытсах тăнă. Студентсен производство практикине Вăрмарти «Хĕрлĕ ялав», тăван «Колхоз ялавĕ» хаçатсенче ирттерни те куç умĕнче.

– Район хаçачĕн яваплă секретарĕнче сирĕн пек вăрах вăхăт ĕçлекен урăх пулман та пулĕ. Çак яваплă должность сирĕн пултарулăхăра тата та аталантарассинче тарăн йĕр хăварнă пулинех.

– Шухăша кайнă вăхăтра аса илÿсен авăрне путнă май пуçласа çак должноçа йышăннă саманта час-часах аса илетĕп. 1981 çулхи декабрь уйăхĕнче хаçатăн малтанхи яваплă секретарьне Анатолий Емельянова культура пайĕн заведующине куçарчĕç. Унпа пĕрле мана маларах 3 уйăх ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Шăпах вăл хăй вырăнне юлма килĕштерчĕ мана. Яваплă секретарь ĕçне ун чухне çарти подразделени штабĕн начальникĕн тивĕçĕпе танлаштаратчĕç. Вăл хаçат редакцийĕпе типографи хушшинчи хутшăнусемшĕн, хаçата калăпласа пичетлессишĕн тата ытти ĕçшĕн яваплăччĕ. Линотип машинипе тăхланпа ытти хутăшсенчен сас паллисенчен пуçтарнă сăмахсенчен тăракан йĕркесем шăратса кăларатчĕç. Верстальщица яваплă секретарь хатĕрленĕ макет тăрăх полоса – хаçат страници калăплатчĕ. Питĕ нумай пĕлмеллеччĕ, асра тытмаллаччĕ. Ĕçĕ йывăрччĕ, анчах килĕшетчĕ. Каçа, тепĕр чухне çĕрлене – 10-11 сехете юлса хатĕрленĕ хыççăн тепĕр кунне ирхине сăрă шăрши çапакан хаçата алла илсен хамăн ĕçпе мăнаçланнă та пулĕ – çакă ĕçлеме хавхалантарнă. Кĕтмен тĕрлĕ лару-тăруран тухма тиветчĕ. Пĕр тĕслĕхне анчах илсе парам. Пĕррехинче, çĕршывăн паллă событийĕ умĕн, 1-мĕш страницăри хатĕр статьяна урăххипе улăштарма хушу килчĕ. Чун сиснĕ пекех çĕнĕ материала полоса çине вырнаçтарнă хыççăн киввине, шăратнă йĕркесене, упрама хушрăм. Ĕç вĕçленсен тепĕр 1-2 сехетрен редактор шăнкăравлать, пĕрремĕш страницăри хайхи статьяна каялла лартма хушу килнĕ иккен. Ĕç кунĕ вĕçленнĕрен сотрудниксем килĕсене саланнă. Хаçат ĕçĕнче кашни çеккунт хаклă, тата нихăш ĕçчене те тепринпе улăштарма çук. Пире верстальщица кирлĕ, анчах та кÿршĕ ялта пурăнаканскере ниепле те шыраса тупаймастпăр. Ун чухне кĕсье телефонĕсем çук çав, çынна хальхи пек кĕске вăхăтра шыраса тупма çук. Пĕр сехет иртрĕ, иккĕмĕш çине кайрĕ. Эпир йĕп çинчи пек. Типографи работникне шырама кайнă водитель пĕчченех таврăнчĕ. Мĕн тумалла? Çанна тавăртăм та хаçата калăплама тытăнтăм: шăратса кăларнă йĕркесене вырнаçтаратăп, шпонсем хуратăп, линейкăсемпе уйăратăп, статья ятне кассăри сас паллисенчен алăпа пуçтаратăп… Пĕлекен тата хăнăхнă çыншăн çакă йывăр ĕç мар паллах, маншăн вара йывăртарах, мĕншĕн тесен квадратсемпе пунктсенчен тăракан полоса калăпăшне тĕрĕс шутласа пичет машини çине вырнаçтармалла. Икĕ пункт /типографири виçе/ çеç йăнăш – пĕр материалĕ хытăрах хĕсĕнет, тепри вара пушанать. Кун пек чухне хаçата çапнă май полоса пичет машини çинчех саланса каять. Хальхинче йĕркеллех пулчĕ. Тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн хаçат номерне çур çĕр çитиччен пичетлеме ирĕк патăм. Хаçат вулакансем патне тепĕр кун вăхăтра çитрĕ.

Хăш-пĕр чухне хаçатра пичетленнĕ шупка, пысăк кегельсемпе пуçтарнă йĕркесене, паллама çук сăн ÿкерчĕксене, нумай хутчен усă курнипе кукăрăлса пĕтнĕ линейкăсене курсан кăмăл пăсăлатчĕ. Сăмахĕ вара типографи ĕçченĕсене мар, редакци работникĕсене пырса тиветчĕ. Çакă типографипе вĕсен филиалĕсене линотип тата алăпа пуçтаракан шрифтсемпе, линейкăсемпе туллин тивĕçтерменнинчен те килнĕ. Ытти сăлтавсем те пулнă. Хаçат калăпласси нумай вăхăт илнĕрен манăн материалсем çырма вăхăт та, вăй-хал та юлмастчĕ. Çакнашкал лару-тăрура 23 çул ĕçлеме мĕнле тÿсĕмлĕх çитернинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Анчах çав çулсем редакципе типографи ĕçне тĕплĕн пĕлсе çитме май пачĕç. Вăл каярахпа тĕп редакторта ĕçленĕ вăхăтра питĕ кирлĕ пулчĕ. Хаçат материалĕсене компьютерпа наборлама тата калăплама тытăнсан пирĕн ĕç чылай çăмăлланчĕ.

– Эсир тăватă теçетке çула яхăн хаçатра тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи тата паян хаçатра вăй хуракан журналистсем хушшинче ĕçлес пултарулăхĕпе, пĕлÿ шайĕпе уйрăмлăх пур-и?

– Паллах. Ун чухне ятарлă пĕлÿ илнĕ журналистсем çитменни палăратчĕ. Ытларах практиксенчен, маларах тĕрлĕ отрасльте ĕçленĕ аслă е ятарлă пĕлÿ илнĕ çынсенчен тăратчĕ редакци штачĕ. Пурнăçа лайăх пĕлетчĕç пулсан та, хăшĕ-пĕрин çырас пултарулăх, Турă пани çукчĕ. Пĕр евĕрлĕ сăмах çаврăнăшĕсем номертен номере куçатчĕç. Совет саманинче журналистсем кăна саккăрăн ĕçленĕ хаçата паян Николай Малышкин тĕп редакторпа пĕрле тăваттăн çырса тăраççĕ.

– Самана тапхăрĕ хаçат ĕçне витĕм кÿрет-и?

– Хаçат ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман ĕнтĕ вăл. Редакторта тăрăшнă Петр Михайлов 10 çул каялла ветерансен тĕл пулăвĕнче çапла калани асра: «Мĕн çинчен анчах çырмастăр, мĕнле çырса ĕлкĕретĕр тульккăш. Эпир кун пек çырайман». Эп ĕçлеме пуçласан кăшт вăхăтран рынок саманине кĕтĕмĕр. Çак тапхăрта хаçат ĕçĕ пĕр енчен çăмăлланчĕ – журналистăн хăй мĕн курнине, калас тенине, чунрине вулакан патне çитерме çул уçăлчĕ. Унăн ĕçне йĕркелесе пыраканни «Пичет çинчен калакан саккун» пулса тăчĕ. Çавна май хаçатра çивĕч, вулакансем сÿтсе явмалли материалсем кун çути курма тытăнчĕç. «Кун таппи» рубрикăра нумай çынна калаçтаракан хыпарсем кашни номертех пичетленсе пычĕç. Пĕринче хаçатра экологи ыйтăвĕпе ялкор çырнă критикăллă статья крахмал завочĕн директорне питĕ килĕшмерĕ. Вăл хаçатпа район судĕнче, унтан Чăваш Республикин Аслă судĕнче сутлашни пĕтĕм района калаçтарчĕ.

Рынок саманин япăх енĕсене те туйса илчĕç журналистсем ун чухне хăйсем çинче. Совет саманинче хаçат кăларма каякан тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă пулсан, рынок саманине куçнă пĕрремĕш – 1992 çултах вăл çитсе пыми пулчĕ. Çавăнпах хаçатра вулакансем хăйсен çывăх çыннисене саламланисене, пĕлтерÿсене ытларах пичетлеме тытăнтăмăр. Малта пыракан хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлне тÿлевлĕ майпа çутатасси те укçа-тенкĕ çитменнипе пуçланчĕ. Хаçат страницинче районти чи паллă «Прогресс» колхоз çинчен çырса кăтартни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чылай ĕç коллективĕ çинчен туллин çырса кăтартни вĕсен историне кĕрсе юлни пирки пĕртте иккĕленместĕп.

– Редактор лавне туртма пуçланă çулсем пирки мĕн калатăр?

– 2003 çулта район хаçатне типографипе пĕрлештерчĕç. «Елчĕкри издательство çурчĕ» патшалăх унитарлă предприятийĕ ят пачĕç. Анчах усса каймарĕ çакă. Тираж чакса пычĕ, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те çăмăлланмарĕ. 2004 çулхи çуркунне мана издательство çуртĕнче тăракан хаçата ертсе пыма шанчĕç. Тепĕр 3 çултан унăн никĕсĕ çинче «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ» республикăри патшалăх учрежденин тĕп редакторне çирĕплетрĕç. Ку вăхăт тĕлне унăн тĕрлĕ учрежденисен умĕнчи парăмĕ те ÿсме тытăннăччĕ. Чи малтанах хаçат тиражне ÿстерме тĕллев тытрăмăр. Хаçата вулакана тивĕçтермелле кăларса. Коллективпа канашласа хаçатра хушма кăларăмсем йĕркелесе ятăмăр: «Пĕрле ларса вулар-и?» хушма кăларăма чи кăсăклă материалсене суйласа илсе вырнаçтараттăмăр. «Пурнăçри ÿкерчĕксем», «Мораль темипе» рубрикăсемпе çырнă, уйрăмах хĕрарăмсем, юратса вулакан статьясемпе калавсем тĕп вырăнта пулчĕç. А 4 форматлă, 4 страницăллă «Шăнкăрав» кăларăм шкул ачисен чи юратнă хаçачĕ пулса тăчĕ. Унта районти кашни шкултан ача-пăча çырнă сăвăсемпе пĕчĕк калавсем, юмахсем, пуç ватмăшсем пичетленсе пычĕç.

«Физкультурăпа спорт» кăларăмра районта, республикăра, унăн тулашĕнче ентешсем хутшăннипе иртнĕ кашни ăмăртăва çутатма, спорт тусĕсем физкультурăпа спорт площадкисем туни çинчен çырма тăрăшрăмăр. Çак асăннă кăларăмсене, ытти материалсене юратса вулани, хаçата икĕ тĕспе пичетлеме тытăнни, çыхăну работникĕсем хушшинче хаçата сарас тĕлĕшпе конкурссем йĕркелени тиража аванах ÿстерме май пачĕ. Кашни 1000 çын пуçне ытларах экземпляр сарассипе районсем хушшинче эпир паянхи кунчченех республикăра чи малта. «Елчĕк ен» хаçат тираж енĕпе кăçал та, халăх йышĕ хăвăрт чакса пынине пăхмасăр, республикăри чи лайăх 3 район хаçачĕ йышне кĕме пултарнăшăн савăнатăп. Шел, эпĕ ĕçленĕ çулсенчех социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене, ытти тĕллевсене пурнăçлама вырăн ытларах кирлĕ пулнăран, çÿлерех асăннă хушма кăларăмсене пăрахăçлама тиврĕ.

– Ертÿçĕ хăйне пăхăнса тăракансем хушшинче ĕçре тĕслĕх пулсан çеç ĕç-хĕл малалла каять. Хаçат редакторĕнче тăрăшнă тапхăрта эсир редакци аталанăвне сахал мар тÿпе хыврăр…

– Ĕçре тĕслĕх пулмалла тенĕрен, çакна çирĕп пăхăнма тăрăшрăм. Чи малтанах хаçат пахалăхĕшĕн тăрăшнă. Паллă кунсене, юбилейсене халалланă ятарлă номерсене 8,12,14 страницăсемпе, хăш-пĕр страницисене 2-3 тĕспе кăларса тăраттăмăр. Тата çакна та палăртса хăварас килет. Пичет министерстви республикăри тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсем, организацисем ирттерекен конкурссене хаçат коллективĕсем е уйрăм журналистсем мĕнле хутшăннине тимлĕн сăнаса тăратчĕ. Çав çулсенче пирĕн хаçат сотрудникĕсенчен Елена Петрова пичетре ĕçлекенсенчен чи çамрăкки пулсан та çакнашкал конкурссенче кашни çулах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрсе пынине е призер пулнине палăртма кăмăллă. Валентина Кириллова тата Александр Карлин хаçатçăсем те республикăри журналистсем хушшинчи конкурссенче темиçе хутчен те палăрчĕç. Эпĕ те Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви йĕркелекен конкурссене хаçат ячĕпе материалсем хатĕрлесе патăм. Пĕринче «Елчĕк ен» хаçат физкультурăпа спорт юхăмне çутатас тĕлĕшпе республикăра чи лайăххи пулса тăчĕ. Кунсăр пуçне ытти çулсенче те II, III степень Дипломсене тивĕçнĕ. Информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерстви пичет изданийĕсем хушшинче 2005 çултанпа социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çутатас тĕлĕшпе хатĕрленĕ проектсен конкурсне йĕркелет. Çак конкурсра 2009-2019 çулсенче пирĕн штатра тăман корреспондент Анатолий Тимофеев виçĕ хутчен, «Елчĕк ен» хаçатăн обществăпа политика пайĕн редакторĕ Елена Петрова 3 хутчен, çырусен пайĕн редакторĕ Валентина Кириллова 1 хутчен çĕнтерÿçĕ пулчĕç. Эпĕ редакторта тăрăшнă 2015 тата 2016 çулсенче «Елчĕк ен» хаçат Раççей Федерацийĕнчи Журналистсен союзĕпе Мускавра тухса тăракан «Журналист» журнал йĕркелекен конкурссене хутшăннине, иккĕшĕнче те «Елчĕк ен» Раççейри «Золотой фонд прессы» паллăна илме тивĕç пулнине палăртма кăмăллă. Хаçатăн конкурса тăратмалли номерĕсен макечĕсене хатĕрленĕ чухне нумай ĕçлеме тивнĕччĕ. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илес ыйту рынок саманинчен пуçласа паянхи кунчченех çивĕч тăрать. Ку енĕпе эпир 2008-2011 çулсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçлерĕмĕр. 2009 çулта пуçтарăннă укçапа Японире туса кăларнă типографи бланкĕсем çапакан офсет машинине туяннăччĕ. Хаçат редакцине вăл пысăк усă пачĕ. Хăш-пĕр çулсенче унпа ăнăçлă усă курса Светлана Карлина печатница 700-шер пин тенкĕлĕх продукци пичетлесе пычĕ. Паянхи кун заказсем питĕ сахал пулнипе офсет машинине туллин ĕçлеттерме май çук. Хамăр ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе 2010 çулта туяннă çăмăл автомашинăпа редакци коллективĕ паянхи кунчченех усă курать. Хаçат редакцийĕн историне хамăр районта çуралса ÿснĕ авторсен пĕчĕк кĕнекисене, брошюрисене йышлă кăларса тăни çырăнса юлнă. Вĕсене пурне те тенĕ пекех манăн редакцилеме тивнишĕн савăнатăп. Халĕ хаçат валли, вулакансем валли чун ыйтнипе материалсем çыратăп.

– Калаçушăн тавах, Николай Васильевич. Пултарулăх çулĕнче малашне те ăнăçусем сунатпăр Сире. Перо яланах çивĕч пултăр.

– Тавах, сирĕн те ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем пулса пыччăр.

Автортан: çамрăкран хаçата çырса тăнине шута илсен Николай Васильевичăн пурнăçĕ ĕмĕрĕпех редакципе çыхăннă тесен те йăнăш мар. Çак пысăк чун-чĕреллĕ, çынлăхлă, анлă тавра курăмлă, çивĕч ăс-тăнлă этем яланах хаçат пурнăçĕпе пурăннă, унăн пахалăхĕпе пуласлăхĕшĕн çуннă. Хăйĕнчен те, ытти ĕçченсенчен те çирĕп ыйтатчĕ вăл, кашни ĕçе тĕплĕн, чĕре хушнă евĕр пурнăçланă тата пурнăçлать. Район хаçачĕн аталанăвĕнче витĕмлĕ йĕр хăварнă тесе çирĕплетсе калама пулать пичет ветеранĕ пирки.

Елена ПЕТРОВА,
«Елчĕк ен» хаçатăн обществăпа политика ыйтăвĕсене çутатакан пайĕн редакторĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code