Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксем валли – конкурс

Çамрăксем валли – конкурс

Чăваш Енри Информполитика тата Вĕренÿ министерствисем пуçарнипе çамрăксен медиапроекчĕсен «Чăваш Ен çинчен çыратăп тата калаçатăп» конкурс старт илнĕ.

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă конкурс темисем те çак пулăмпах çыхăннă: республика кун-çулĕпе аталанăвĕ, предприятисемпе организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕ, тĕрлĕ отрасль аталанăвĕпе ĕç династийĕсем, паллă çынсемпе паллă вырăнсем, Чăваш Енре пурăнакан халăхсен культурипе йăла-йĕрки тата йăхпа çемье историйĕ. Конкурса 30 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.

Ĕçсене 4 номинаципе йышăнаççĕ: видеоматериалсем /телекуравра тухнă передачăсемпе кăларăмсем, социаллă реклама/, аудиоматериалсем /радиора, интернетра тухнă репортажсем, программăсем, реклама роликĕсем/, хаçат-журналта, интернет-хаçатсенче кун çути курнă материалсем, Чăваш Ен çинчен хатĕрленĕ медиапроектсем /социаллă сетьсенчи блоксем, сайтсем, приложенисем т.ыт.те/.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code