Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Викторинăна хутшăнар

Викторинăна хутшăнар

Кăçал Чăваш кĕнеке издательстви 100 çул тултарать. Çак уяв тĕлне вăл Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕпе тата Чăваш наци конгресĕн Вĕрентÿ комитечĕпе пĕрле «Кĕнеке пурнăçа вĕрентет» регионсем хушшинчи викторина ирттересси пирки пĕлтерет. Викторина нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен иртет. Унта чăваш кĕнекине юратакансем, ун кун-çулĕпе интересленекенсем пурте хутшăнма пултараççĕ.

Викторина хуравĕсене пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче юлашки кун йышăнаççĕ, вĕсене fed_ol@mail.ru электрон почтăпа е çак адреспа ярса памалла: 428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820 пÿлĕм, конверт çинче «Викторина» тесе палăртмалла. Ыйтусене вырăсла та, чăвашла та хуравлама юрать.

Хуравсемпе пĕрле уйрăм хут çинче тирпейлĕн /пичет сас паллисемпе пулсан аванрах/ хăвăрăн хушамата, ята, ашшĕ ятне, телефон номерне е çыру çырма электрон почтăна тĕрĕс кăтартмалла. Унсăр пуçне ăçта тата кам пулса ĕçленине /ачасем – хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине/ палăртмалла.

Çĕнтерÿçĕсене ака уйăхĕнче палăртаççĕ, парнесемпе диплом парса чыслаççĕ. Викторинăна хутшăнакансем, анчах вырăн çĕнсе илейменнисем сертификата тивĕçеççĕ.

«Кĕнеке пурнăçа вĕрентет» викторинăн Положенийĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче www.chuvbook.ru вуласа пĕлме пулать.

«Кĕнеке пурнăçа вĕрентет» викторина ыйтăвĕсем

1. «Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ» каларăша ăнлантарса парăр.

2. Чăвашла çырнă пĕрремĕш кĕнеке хăçан пичетленнĕ;

3. Чăваш кĕнеке издательствин малтанхи ячĕ мĕнле пулнă; Учрежденин пĕрремĕш ертÿçи кам;

4. Чăваш халăх поэчĕ, чăваш халăх писателĕ ята тивĕçнĕ çыравçăсенчен камсем тĕрлĕ çулта Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ;

5. Пĕрремĕш чăваш букварĕ чăваш халăх пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнать;

6. Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан кĕнекесене илемлетес ĕçе мĕнле паллă художниксем хутшăннă;

7. Чăваш кĕнеке издательствинче 1920-мĕш çулсенче мĕнле словарь чи пысăк тиражпа пичетленнĕ;

8. Чăваш кĕнеке издательствин логотипĕн авторĕ кам; Издательство ĕçĕнче вăл тата мĕнпе палăрнă;

9. Чăваш кĕнеке издательстви çулсерен мĕнле конкурс йĕркелет; Вăл пуçласа хăçан иртнĕ;

10. Нумай томлă Чăваш энциклопедине миçемĕш çулсенче кăларнă;

11. Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли тухакан ярăмсен ячĕсене калăр. Çав ярăмсенче тухнă кĕнекесене асăнăр.

12. Юлашки вăхăтра Чăваш кĕнеке издательстви кĕçĕн çулхи ачасем валли чылай чухне аллигат тата билингва кĕнекесем кăларать. Мĕнле кăларăмсем-ши вĕсем; Кĕнеке ячĕсене асăнăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code