Пятница, Август 7, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Малтисен йышĕнче

Малтисен йышĕнче

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ 2019 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ.

Унта Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин полицин оперативлă ĕçсен начальникĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан И.Баранов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем А.Осиповпа Н.Миллин, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен прокурорĕсем О.Васильевпа С.Фирсов, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăннă.

Икĕ районпа илсен пĕлтĕр преступленисен шучĕ 10 тĕслĕх ÿснĕ /пурĕ 215 преступлени регистрациленĕ/. Елчĕк районĕнче 18,1 процент ÿснĕ /пурĕ 85/, Комсомольски районĕнче 2,3 процент чакнă /130/. Преступленисен шучĕ Елчĕк ял тăрăхĕнче виçĕм çулхинчен 8 /пурĕ 34/, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче 7 /2018 çулта пĕр преступлени те пулман, пĕлтĕр – 7/, Курнавăш ял тăрăхĕнче 4 тĕслĕх таран /10/ ÿснĕ. Икĕ районпа преступленисене уçса параслăх 93 процентпа /93,1/ танлашнă.

Вырăнти власть йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе килĕшÿре ĕçлени ĕçе ансатлатать анчах мар, халăхăн полици ĕçченĕсене тата власть органĕсене шанаслăхне ÿстерет. Ку ĕçре «Хăрушсăрлăх хула» программăна пурнăçа кĕртни витĕмлĕ вăй пулса тăрать.

Канашлăва И.Баранов пĕтĕмлетнĕ. Вăл преступленисен çулне пÿлес ĕçре профилактика витĕмĕ пысăккине, сотрудниксен халăхпа уйрăмах тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртнă.

Пĕтĕмĕшле 2019 çулта Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ пахалăхлăха хаклакан ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăра 3-мĕш, оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсемпе 1-мĕш вырăна тивĕçнине палăртма кăмăллă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче ытти çивĕч ыйтусене те тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code