Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тăхăр çул çитрĕ

Тăхăр çул çитрĕ

Раççей Федерацийĕн Следстви комитетне туса хунăранпа кăçал 9 çул çитрĕ.

Следстви комитечĕн ĕçченĕсен тивĕçне преступленисен чи хăрушă категорийĕсене тĕпчесси кĕрет: çынна вĕлерни, гражданин ирĕкĕсене хĕсни, теприне арлăх тĕлĕшĕнчен ирĕксĕрлени, çынсемпе суту-илÿ туни, ĕçченсене ĕç укçи тÿлеменни, ĕç сыхлав йĕркисене пăхăнманни, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла тата ытти преступленисем.

Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайĕ 2019 çулта преступлени çинчен калакан килнĕ пĕлтерÿсене тишкерсе 60 уголовнăй ĕç пуçарнă, 63 ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ. Иртнĕ çулсенче тунă, çапах та вăхăтра уçăмлатман преступленисене уçса парасси – тĕп тĕллев. Иртнĕ çул çакăн евĕр 1 преступление уçса панă.

2019 çулта преступленисенчен 10 çул çитмен ача хур тÿснĕ. Çул çитменнисем тунă 3 преступление тĕпчесе суда çитернĕ. Çав вăхăтрах ачасен тĕлĕшĕпе тунă 10 уголовнăй ĕçе тĕпчесе тивĕçлĕ йышăну тунă.

Пурнăçлама палăртнă ĕçсем сахал мар. Граждансен, обществăн тата патшалăхăн, уйрăм çынсен ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлес, преступленисене уçса парас ĕçре следстви комитечĕн ĕçченĕсем тата та тухăçлăрах ĕçлесе пыма тĕллев лартаççĕ.

Н.ЯКОВЛЕВ,
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code