Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Электрон ĕç кĕнеки

Электрон ĕç кĕнеки

«Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан электрон ĕç кĕнекисем вăя кĕреççĕ.

Предприяти-организаци ертÿçисем Пенси фончĕн информаци ресурсĕсенче упрама ĕçченсен ĕç-хĕлĕпе çыхăннă /ĕçе илни, урăх вырăна куçарни, ĕçрен кайни çинчен е ĕçчен электрон ĕç кĕнекине йĕркелесе пыма ыйтнă заявлени пирки/ электрон сведенисем пама пуçлаççĕ. Унпа Пенси фончĕн персонификаци учечĕн тытăмĕнчи харпăр хăйĕн счечĕнче паллашма пулать. Унта хут çинчи ĕç кĕнекинче палăртнă кăтартусенех кĕртеççĕ: ĕç вырăнĕ /предприяти-организаци ячĕ/; ĕçе илнĕ, ĕçрен кайнă е урăх вырăна куçарнă кун; должность, професси, квалификаци, специальность, структура подразделенийĕсен ячĕ; кадр улшăнăвĕн сăлтавĕ /кун, документ номерĕ тата тĕсĕ/; ĕç килĕшĕвне татнин сăлтавĕ /саккунăн, кодексăн статйи, пункчĕ/; професси стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн тăвакан ĕç-хĕл кочĕ /2021 çултан кĕртеççĕ/. Çавăн пекех çын ĕç кĕнекин хăш тĕсне суйланине палăртаççĕ.

Хут çинчи ĕç кĕнеки е электронли кирлине çын заявлени çырса хăй суйласа илет. Заявленисене 2020 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Электрон варианта суйланисене предприяти ертÿçи хут çинчи ĕç кĕнекисене алла парать. Çав самантран вăл ăна упранăшăн тата йĕркелесе пынăшăн яваплăха хăй çинчен сирет. Хут çинчи ĕç кĕнекине сыхласа хăварма шут тытнисемшĕн çав вăхăтрах электрон сведенисем парасси те упранса юлать. Хут ĕç кĕнекипе те, электрон ĕç кĕнекипе те ĕçе вырнаçма пулать. Хальхи вăхăтра ĕçлекен мĕн пур çыннăн хут ĕç кĕнеки сыхланса юлать. 2020 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен ĕçе вырнаçакансен электрон ĕç кĕнекисене кăна уçаççĕ, хут ĕç кĕнекисене йĕркелесе пырассине пăрахăçлаççĕ.

З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code