Воскресенье, Июль 12, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > В.Галошевăн – çĕнĕ фильм

В.Галошевăн – çĕнĕ фильм

Чăваш наци библиотекин илемлĕ литературăпа искусство пайĕнче «Чăваш халăхĕн мифĕсемпе легендисем» чăваш юмахĕсен кунĕ иртнĕ.

«Искусство, пултарулăх тата илемлĕх тĕнчи» пултарулăх тĕл пулăвне режиссер-аниматора, Елчĕк районĕн пултаруллă çыннине, чăваш ÿнерçисен союзĕн, Раççей Журналистсен союзĕн членне Владимир Галошева йыхравланă. Хăна çамрăксемпе чăваш халăхĕн мифологийĕн тĕнчи пирки калаçу-лекци ирттернĕ.

Режиссер фильмĕсене электронлă презентаципе кăтартнă. Тĕл пулăва хутшăннисем вăл ÿкернĕ чăваш, вырăс анимаци фильмĕсене интересленсе курнă. Ентешĕн кинофильмĕсене чăваш халăхĕн тĕн культурине вĕреннĕ чухне шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тăтăшах усă кураççĕ. Кинофильмсем ÿкернисĕр пуçне Владимир Галошев «Чăваш тĕнчи», «Çăлтăр çÿлти тÿпере», «Мир наших предков», «Батальон моей Родины» тата ытти кĕнекесен авторĕ те.

Владимир Петрович тĕл пулура хăйĕн пултарулăхĕпе, чăваш халăхĕн мифологийĕпе паллаштарнă, хăй ÿкернĕ мультфильмсене кăтартнă. Куракансем режиссерăн çĕнĕ «ÇăлкуçŸРодник» анимаци фильмне пăхнă.

Шупашкарти 10-мĕш номерлĕ шкулта вĕренекенсем, апат-çимĕç тата коммерци технологийĕн студенчĕсем, вулакансем, режиссерăн ентешĕсем, юлташĕсем çĕнĕ произведенипе кăсăкланса паллашнă. Автор мультфильмсем ÿкерес ĕçри çĕнĕлĕхсем, вăрттăнлăхсем пирки каласа панă.

Вера АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code