Пятница, Январь 28, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > «Савăнма мĕнле вĕренес?»

«Савăнма мĕнле вĕренес?»

Çак ыйтупа кĕчĕ пирĕн кабинета пенси çулне çитнĕ пĕр хĕрарăм. Унтан вăл çемье историне каласа пачĕ. «Пенсие тухсан ÿсĕрле нумай çул тертлентернĕ упăшкапа уйрăлтăм. Çавах та халĕччен нушаланнисем нимĕнле те пуçран тухмаççĕ. Ун пирки çывăх çынсемпе ялан сÿтсе яватăп, иртнине ниепле те пуçран та, чĕререн те кăлараймастăп. Çавăнпах пулĕ тăтăш чирлетĕп. Мĕнле манас-ши упăшка кÿрентернисене? Паянхи уçă пурнăçпа мĕнле савăнма вĕренес? Тата мĕнле çĕнĕрен хама юратма вĕренем-ши?» – ассăн сывларĕ вăл.

Паллах, кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, шăпи… Анчах та пурнăçри лайăх пулăм та, начарри те этем хăй мĕнле шутланинчен килет. Çавăнпа та пуçа пырса кĕнĕ ырă шухăшсене çыннăн шалта, чунра тытса упрама тăрăшмалла. Чунра ырату, хирĕçÿ тата тавăрас шухăш тăкăлса ларнă пулсан – çаксенчен хăтăлма тăрăшмалла, ырри анчах пултăрччĕ тесе ĕмĕтленмелле. Телейпе савăнса пурăнас тесен пуçри шухăшсем те ырă та уçă пулмалла!

Чунра савăнăç туйăмĕ пултăр тесе шухăшласа паянхи, ыранхи пурнăç илемне туйма вĕренмелле. Çак кунхи, эрнери, уйăхри, иртнĕ çулсенчи начар шухăшсем капланса, пуçтарăнса пыни ырă патне илсе пымасть. Çемьере, ĕçре, çывăх çынсемпе хирĕçнĕрен те çын хăйне юратма пăрахать.

Этем пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ – ырăпа савăнса пурăнма пĕлни, çавăн чухне анчах эсир пурнăçа ырă енне ылмаштарма пултаратăр. Сирĕн ăс-тăнпа эсир хăвăр кăна, урăх никам та, усă курма пултараймасть. Каланă сăмахăрсене, шухăшăрсене пурнăçа кĕртесси пирки хăвăрăн талпăнмалла.

Тахçан усал тунă çынсене, пулăмсене манайманни сывлăха сиен кÿрет, чуна ыраттарать. Усал çынсемшĕн вара çакă пурпĕрех. Вĕсем сирĕн чун ыратнине пачах сисмеççĕ, пĕлмеççĕ те. Çав усал, иртнĕ пулăмсене чунран пачах кăларса пăрахни вырăнлă.

Психологсем каланă тăрăх – ĕлĕк тунă йăнăшсене урăх çакна тумăп тесе шухăшлани вырăнлă. Иртсе кайнă тăк вăл, пĕтнĕ ĕнтĕ.

Телейлĕ пулас тесен çыннăн хăйне хисеплемелле, хăйĕн начарпа лайăх енне пĕлмелле. Ырă тунă пулăмсемпе савăнма пĕлни те вырăнлă.

Тĕпчевçĕсемпе психологсем телейлĕ, савăнăçлă пурнăçпа пурăнас текенсене çакăн пек канашсем, сĕнÿсем параççĕ:

– сывлăха физкультура упражненийĕсемпе çирĕплетĕр;

– сывлăха хавшатакан пулăмсенчен пăрăнма тăрăшăр;

– хăвăр çинчен лайăххине анчах калăр, лайăх енсенчен ан вăтанăр;

– çепĕçлĕхе, юратнине çывăх çынсене кăтартса савăнтарăр;

– сирĕн йĕри-тавра ырă çынсем ытларах пулччăр, вĕсем сирĕншĕн тĕслĕх пулччăр, анчах та вĕсенчен ан кĕвĕçĕр;

– яланах мăртăхса çÿрекенсенчен пăрăнăр;

– чĕрене, ăс-тăна пăшăрхануран упрăр;

– тепĕр чухне тĕрĕс мар тунине шÿтлесе ирттерсе яма пĕлĕр, критикленинчен ан хăрăр;

– сире мухтаççĕ пулсан, хăвăр та çынсене лайăххине калама ан манăр;

– ĕçĕре юратмастăр пулсан, ан чăтăр – ăна пăрахăр та урăх, чуна тивĕçлĕ ĕç шырăр;

– çитĕнÿсемпе лăпланса ан ларăр, малалла талпăнăр;

– хăвăрăн çитменлĕхĕрсемпе «туслă» пулăр – хăвăрăн «ку эпĕ» тенине хисеплĕр;

– çынсем патне эсир ырă шухăшпа пыратăр пулсан, сирĕн пата çакă таврăнĕ;

– кĕске вăхăтра пулса илнĕ пăтăрмахшăн «телей пулмарĕ ĕнтĕ пурнăçра» тесе шутласа ан ларăр, пулнă-иртнĕ, çав анчах.

Çак çÿлерех асăннă шухăшсемпе килĕшетĕр пулсан, вĕсене куллен пурнăçлăр, вара опычĕ те пуçтарăнĕ. Вăл вара сире малашне телейлĕ пулма пулăшатех.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code