Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе пуçăнни çур ĕç тунипе тан

Ĕçе пуçăнни çур ĕç тунипе тан

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ çул пуçлансанах, хăшĕ-пĕри маларах та, ака ĕçĕсене хатĕрленме тытăннă.

Çак ыйтупа калаçнă май район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов çур аки ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте уйрăмах пысăк яваплăхпа тимлекен «Яманчурино», «Рассвет» ял хуçалăх предприятийĕсен çаврăнăçуллă ĕçне тивĕçлипе хак пачĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те, минераллă удобренисемпе те туллин саппасланнă. Ертÿçĕсен – Владимир Рахмуллинпа Юрий Мясников шучĕпе те, вĕсене халь туянма ĕлкĕрнинчен лайăххи çук. Мĕншĕн тесен ака çи умĕн, ыйтакансем нумаййăн пулнăран, хаксем ÿсме те пултараççĕ.

«Яманчурино» сахал яваплă обществăра çĕнĕ çулчченех 247 тонна минераллă удобрени, 60 тонна ГСМ кÿрсе килнĕ. Унсăр пуçне, çĕнĕ йышши – унчченхинчен те меллĕрех, тухăçлăрах ĕçлеме май паракан 6 миллион хаклăлăх ака комплексĕ туянма та вăй çитернĕ. Ăна техникăн «чунне» лайăх ăнкаракан механизаторсене – Алексей Сорокинпа Юрий Комиссарова шанса параççĕ. Леонид Усанов вара малтанхи çулсенче туяннă çакăн йышши техникăна чăрмавсăр ĕçлеттерĕ.

– Тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене çĕнетесси, вĕсене элита, супер элита репродукцири вăрлăхсемпе улăштарасси те ĕç планĕнчи тĕп ыйту тенĕ пулăттăм. Малтанхипе танлаштарсан, кăçал хамăр сутакан тырă хакĕпе те кăмăллă. Хальхи вăхăтра шăпах иртнĕ çулхи тухăçран управа хывнă «сарă» ылтăна реализацилессипе тимлетпĕр. Çак укçапа çĕнĕ вăрлăхсем тата та туянăпăр, – терĕ Владимир Сергеевич.

«Рассвет» хуçалăх председателĕ Юрий Мясников та кăмăллă. Çур акире усă курма хатĕрленĕ ÿсен-тăран культурисен пĕтĕм вăрлăхĕ кондицие тивĕçнĕ. Унсăр пуçне, 2 тонна супер элита репродукцири вика, 50 тонна урпа /элита/ вăрлăхĕсене туяннă. Техника паркне çĕнетме те май пулнă, нумаях пулмасть хуçалăха 390 лаша вăйĕллĕ К-700 трактор тата сеялка килсе çитнĕ. Хăватлă «хурçă ута» хĕллехи вăхăтра ĕне ферминче апат тиекен агрегата ĕçлеттерекен Сергей Баймушкин аллине шанса пама палăртаççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче хальхи вăхăтра ака ĕçĕсене ирттерме 20 тонна ГСМ, 200 тонна минераллă удобрени пур.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: «Рассвет» ЯХПКри Сергей Баймушкин механизатора кирек хăш ĕçре те шанма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code