Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çитĕнекен ăрăва – патриотла воспитани»

«Çитĕнекен ăрăва – патриотла воспитани»

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче çак ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта хаçат ĕçченĕсемсĕр пуçне «Хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Петр Анисимов, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Ирина Алексеева, Çар тивĕçне Германи çĕршывĕнче пурнăçланă салтаксен районти пĕрлĕхĕн хастар членĕ Леонид Григорьев уйрăм предприниматель, хаçатăн çывăх тусĕ – отставкăри прапорщик Александр Сорокин хутшăнчĕç.

Пуçтарăннисен умĕнчи чи малтанах хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин сăмах илчĕ. Вăл патриотизм çинче тĕплĕн чарăнса тăнă май çак темăна çутатасси хаçатра еплерех пурнăçланса пыни пирки каласа кăтартрĕ. Хаçат ку енĕпе чылай çул ăнăçлă ĕçлесе пырать. «Патриот» рубрикăпа тухакан материалсем районти вĕренÿ, культура учрежденийĕсем, ытти организацисем ку енĕпе мĕнле ĕçлесе пынине, пулас салтаксен, призывпа е контрактпа службăра тăракансен, çар çыннисен, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, паттăрлăхне çутатсах пырать. Чăваш Ен Информаци политикин министерствин кашни уйăхрах пурнăçлама тăратнă обязательнăй 34 темăран пĕри – патриотизма аталантарасси. Унсăр пуçне хаçатра чылай çул çулталăк тăршшĕпе кашни уйăхрах Раççей Çар Мухтавĕн кунне кĕртнĕ пулăмсем пирки хыпарласа пырасси йăлара. Хамăр министерство пичет изданийĕсем хушшинче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çутатас тĕлĕшпе хатĕрленĕ проектсен конкурсĕнче «Елчĕк ен» хаçат иккĕмĕш çул çĕнтерсе çак темăна çутатса пыни те ĕçре пысăк пулăшу.

Малалла Петр Анисимов сăмах илчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласах граждансене, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси самаях хавшани пирки чарăнса тăчĕ вăл. Юлашки вăхăтра патриотизм ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрма пуçларăмăр-ха, çавах та ку енĕпе тата çивĕчрех ĕçлемелли куç кĕрет. Хăш чухне вĕренекенсем анчах мар, çула çитнĕ яш-кĕрĕм те çĕршывăн мăнаçлăхĕпе ырă малашлăхĕшĕн пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсене пĕлменни, пĕлме те ăнтăлманни пăшăрхантарнине палăртрĕ Петр Ильич.

– Питĕ шел, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вутĕнче туптанса вăрçа, вăл вăхăтри пурнăçа чĕрене хускатакан тĕслĕхсемпе сăнарлакан ветерансем, тыл ĕçченĕсем те кашни çул чаксах пыраççĕ. Маларах вĕсем шкулсенче пулса çитĕнекен ăрупа тĕл пулусем ирттернĕ пулсан, халĕ тухса çÿреймеççĕ. Районта пурăнакан вăрçă ветеранĕсен шучĕ те 10-па анчах танлашать. Халĕ çакăн евĕр тĕл пулусене йĕркелес ĕçре афганецсен тата Чечен Республикинче служба тивĕçне пурнăçланă ветерансен активлăхпа палăрмалла. «Хĕрÿ точкăсенче» пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса ирттерекен тĕл пулусемпе ăмăртусем те çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче витĕмлĕ вăй пулса тăраççĕ, – палăртрĕ вăл.

Пăшăрхантаракан тепĕр тĕслĕх – телевидени программисемпе патриотла туйăма вăратса çирĕплетекен кинофильмсене е передачăсене сайра хутра анчах кăтартни. Юлашки çулсенче тĕнчере историе хăйсене майлă ăнланнăран ăна урăхлатса, пирĕн çĕршыв паттăрĕсене мĕскĕнлетсе сăнарлакан кинофильмсем ÿкерни тата информаци сарни, вĕсене эфира кăларни тарăн шухăша ярать. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс мар информацирен упрасси, истори пулăмĕсем çине таянса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашиста çапса аркатса Аслă Çĕнтерĕве шăпах совет халăхĕ çывхартнине ĕнентерÿллĕн вĕрентсе ÿстересси – пирĕн тĕп тивĕç. Ку ĕçе ашшĕ-амăшĕн, воспитательсемпе вĕрентекенсен хăйсен тÿпине хывмалла, ачапа ку енĕпе çамрăкран калаçу ирттермелле. Александр Сорокин шăпах çак ыйтăва çивĕч çĕклерĕ. Унăн шучĕпе, районти кашни шкултах вăрçă вăхăтĕнче пысăк паттăрлăхпа палăрнă комсомолецсемпе пионерсен сăнĕсене, вĕсен паттăрла ĕçĕсене сăнлакан стендсене хута ямалла:

– Эпир, совет саманинче çитĕннисем, ĕç паттăрĕсенчен, вăрçă вăхăтĕнче хăюлăхпа палăрнă салтаксенчен, пионерсемпе комсомолецсенчен, космонавтсенчен тĕслĕх илсе ÿсрĕмĕр пулсан, хальхи ачасем вĕсем камне те пĕлмеççĕ. Кам-ши вĕсемшĕн паян идеал; Çакăн евĕр стенд умĕнчен вĕренекен сÿрĕккĕн иртсе каймĕ, хăйпе тантăшлă ача шăпи уншăн интереслĕ пулĕ. Витĕмлĕ çырнă йĕркесем унăн чунĕнче тарăн йĕр хăвараççех. Интернетра шыраса паттăр пионерсемпе комсомолецсен шăпине тарăнрах тĕпчеме сĕнекен заданисем вара ачасене тата та хавхалантарса ярĕç.

Сăмах май, Александр Сорокин иртнĕ çул пионерсемпе комсомолецсен паттăрлăхĕпе шăпи пирки «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» ятпа пичетленнĕ кăларăмсенче тĕплĕн çырса пычĕ.

Леонид Григорьев уйрăм предприниматель тата вăл ертсе пыракан ушкăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илес ĕçе активлă кÿлĕннĕ ĕнтĕ. Вĕсем ялсенчи вăрçă ветеранĕсене халалланă палăксене çĕнетес енĕпе ял тăрăхĕсене пысăк пулăшу параççĕ: çĕмĕрĕлне плитасене улăштараççĕ, палăксене юсаса сăрлаççĕ, унта пурнăçран уйрăлнă ветерансен ячĕсене хушса çыраççĕ, брусчатка сарса тирпейлеççĕ… Çавăнпа та Леонид Лукиянович ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку ĕçе пурнăçлассинче васкама сĕнчĕ, кайран Çимĕк тата ытти уявсене пула ĕç кăткăсланать, заказсене вăхăтра пурнăçлассинче ура хурать.

Ирина Алексеева шкулсенчи музей кĕтесĕсене упрас ыйтăва хускатрĕ. Хăш та пĕр шкулсем хупăннă май вĕсенчи экспонатсене çывăхри никĕс шкулĕсене куçарни пурлăха упрама май парĕ.

Тĕл пулура ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code