Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олег Николаев: «Республикăшăн кашни кун усăллă ĕç тăвасчĕ»

Олег Николаев: «Республикăшăн кашни кун усăллă ĕç тăвасчĕ»

Кĕçнерникун Шупашкарти Правительство çурчĕн пысăк залĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, тĕрлĕ ведомство ертÿçисем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район-хула пуçлăхĕсем, общество хастарĕсем, журналистсем хутшăннă.

Аса илтеретпĕр: Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2020 çулхи январĕн 29-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн РФ Патшалăх Думин депутатне Олег Николаева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма шаннă. Çав Указпах Михаил Игнатьева ЧР Пуçлăхĕн должноçĕнчен хăтарнă.

Мероприятире Игорь Комаров Олег Николаева Чăваш Енре лайăх пĕлнине палăртнă.

– Олег Алексеевич пилĕк ача ашшĕ пулнă май йышлă çемьесене патшалăх енчен пулăшни мĕн тери пĕлтерĕшлине лайăх ăнланать. Вăл Чăваш Енри власть органĕсенче тата экономика секторĕнче ĕçлесе курнă, регионти лару-тăрăва та, кунти экономика аталанăвĕн майĕсене те пĕлет, – тенĕ вăл.

Çавăн пекех Чăваш Енре ял хуçалăхĕ лайăх аталанса пынине пĕлтернĕ. Пирĕн регион Атăлçи тăрăхĕнче çĕр улми, сĕт туса илес енĕпе малтисен шутĕнче. Чăваш Енре туса илекен ял хуçалăх таварне 37 çĕршыва ăсатаççĕ. Социаллă сферăра та ырă улшăну нумай. Полпред Чăваш Енре юлашки икĕ çулта çĕнĕ 5 шкул тата 16 садик уçнине, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ те йĕркеллĕн аталанса пынине палăртнă. Çынсен пурнăç тăршшĕ пĕлтĕр 73 çулпа танлашнă.

– 2020 çул – Чăваш Еншĕн юбилейлă çулталăк. Регион Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тăвать. Çавна май власть органĕсен çынсем хăйсен пурнăçĕнче ырă улшăнусем пулнине туйма пултарччăр тесе тăрăшмалла. Тата, паллах, регионти йывăрлăхсене татса парас енĕпе тăрăшса ĕçлемелле: уйрăммăн илсен халăхăн тупăшне пысăклатасси, пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстересси, – тенĕ Игорь Комаров.

Олег Николаев Раççей Президентне Владимир Путина хăйне шаннăшăн тав тунă. Чи малтан татса памалли тĕллевсен шутĕнче вăл наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнин тухăçлăхне ÿстерессине, Президентăн май уйăхĕнчи указĕсенче палăртнă кăтартусене чăна çавăрассине асăннă.

– Ку енĕпе пирĕн пурин те – власть органĕсен тата муниципалитетсен, бизнесăн, общество пĕрлешĕвĕсен – тачă çыхăнса ĕçлемелле. Хальхи граждан обществин институчĕсен республикăшăн кашни кун усăллă ĕç тăвас, пĕтĕм шайри бюджетсен кашни тенкипе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе вăйсене пĕрлештермелле, – тенĕ Пуçлăх тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Игорь Комаров Олег Николаева çĕнĕ ĕçре ăнăçу суннă. Ун хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă, Правительство çуртĕнче Игорь Комаровпа Олег Николаевăн ĕçлĕ тĕл пулăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне сÿтсе явнă.

Кĕске справка

Олег Алексеевич Николаев 1969 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă. Шупашкарти строительство техникумне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Совет Çарĕнче службăра тăнă.

Ĕç биографине «Монолитстрой» пĕрлешÿре пуçланă та «Бодиград» обществăра, «Текстильмашра», «Восход-1» предприятинче, «Спецсвязьстрой» обществăра тĕрлĕ специальноçпа, «Телефонстрой» обществăн тĕп бухгалтерĕнче, директор çумĕнче, «Пĕчĕк бизнесăн лизинг компанийĕ» обществăн директорĕнче, ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин предпринимательсен ĕç-хĕлĕн аталанăвĕн департаменчĕн ертÿçинче, министр çумĕнче, «Телефон-Строй» обществăн генеральнăй директорĕн çумĕнче, «АЛЗА» обществăн директорĕн экономика тата финанс енĕпе ĕçлекен çумĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ĕçтешлĕхĕн центрĕн директорĕнче, «Россия» ассоциацин вице-президентĕнче, «Мособлбанкра» операци офисĕн управляющийĕнче, банкăн Шупашкарти филиалĕн директорĕнче тăрăшнă.

2011 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2016 çулхи сентябрьччен – Чăваш Республикин 5-мĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕ. 2016 çулхи сентябрьте Раççей Федерацийĕн 7-мĕш суйлаври Патшалăх Думин депутатне суйланă /«Справедливая Россия» партирен/. 2020 çулхи январĕн 29-мĕшĕччен – Думăн национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code