Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕлĕве шайлаштарма пулăшать

Пĕлĕве шайлаштарма пулăшать

Елчĕкри вăтам шкулта «Вĕренÿ» наци программин «Хальхи саманари шкул» проекчĕпе килĕшÿллĕн хута янă 2 кабинетран тăракан «Ÿсĕм вырăнĕ» центрĕ ĕçлет.

Вăл «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» предмечĕсене вĕрентнĕ чух цифра çăл куçĕсемпе туллин усă курма пулăшать. Асăннă центр вĕренĕве çĕнĕ шая çĕклеме, ачасен пĕлĕвĕсене шайлаштарма май парать. Пĕлĕве çирĕплетме май панисĕр пуçне кунта шашка-шахмат вăййине кăмăллакансен ăсталăхне ÿстерме те пулать. Пушă вăхăт тупăнсанах ачасем çак центра васкаççĕ.

Л.ПЛОТНИКОВА.

Е.КРЫЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: шашка-шахмат вăййисене кăмăллакан Никита Пекпатровпа Дмитрий Воробьев /7-мĕш класс/.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code