Понедельник, Февраль 24, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тилхепене кăрт-карт туртсан

Тилхепене кăрт-карт туртсан

лаша пĕр вырăнта тăмасть, малаллах талпăнать.

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче старостăсене, активистсене пуçтарса анлă лару иртрĕ. Унта пĕр тĕп ыйту пулчĕ – районти халăх пултарулăхĕн «Хавхалану çăл куçĕсем» смотр-конкурса хутшăнмасăр юлас мар, концерт хатĕрлес. Ялта культура çурчĕн пултарулăх ертÿçисем çук-çке.

Çак кунсенче вара унта чăн-чăн уяв иртрĕ. Халăх та йышлăн пуçтарăнчĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем, общество пурнăçĕнчен пăрăнман харсăрсем çанă тавăрса тăрăшнипе иртрĕ вăл.

Тăван ялта кăна мар, ун тулашĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ Николай Хушкин музыкант ял çыннисене пулăшма ялан хатĕрскер, кĕске вăхăтрах хор валли юрăсем суйларĕ, кăмăлтан юрлама вĕрентрĕ. Ялти вăтам шкул коллективĕ концерта пысăк хавхаланупа хутшăнни сисĕнчĕ.

Людмила Горшкова пирки ырласа та пĕтереес çук. Пăрчăкан пекскер, ăçтан кăна пур çĕре те ĕлкĕрет. Чуна çÿçентерекен «Таня» поэмăна вуласа чылайăшне куççульлентерчĕ вăл. Анаткасри Зоя Убасева, Александра Кузьмина, Вăтакасри Лидия Васильева, Валентина Карлина хăйсен шăпчăк сассисемпе пухăннисене чунтан савăнтарчĕç. Владимир Орехов, çамрăкранах юрă-çемĕпе туслăскер, хальхинче те пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.

Райăпа Виталий Ореховсем /иккĕшĕ те купăспа выляççĕ/ ял халăхне чуна пырса тивмелле юрăсемпе тыткăнларĕç. Надеждăпа Николай Хушкинсем шăрантарнă юрăсем ырă туйăмсем çуратрĕç.

Светлана Карамаликова хатĕрленĕ ташăсене куракансем алă çупса, ура тапса хакларĕç. Шăпăрлансемпе аслăраххисем килĕшÿллĕ ташăсемпе концерта пуянлатнăшăн уйрăмах пысăк тав сăмахне тивĕçлĕ вăл.

Елизавета Мурзакаевăпа Ксения Агееван малашлăхĕ улăпла пуласси куç кĕрет. Вĕсен пултарулăхне курсан Аслă Елчĕк ялĕнчен тухнă артистсен йышĕ хушăнасса шанма пулатех.

Халĕччен «вăрттăнлăхра» пурăннă тепĕр çĕнĕ ят – Александр Вастулов юрăç-композиторăн юррисене чунтан хапăл туни темрен те паха самант пулчĕ. Инçетри хулара пурăнаканскер, яла вăхăтлăха канма килсе ял халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме пултарчĕ.

Николай Карамаликов та Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая мар. Сехет çурăна пынă концерт ял çыннисемшĕн чăн-чăн чун апачĕ пулчĕ.

В.ВАСТУЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Сăрнай» ушкăн.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code