Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье ăшши

Çемье ăшши

Çемье – çын пурнăçĕнчи чăн-чăн пуянлăх. Патшалăх тăнăçлăхĕ çемьесем еплерех пурăннинчен нумай килет. «Çемье ăшши – чун ăшши», – теççĕ халăхра. Туслă та килĕшÿллĕ йышра ачасем те пĕринчен тепри маттур, ăслă тата ырă çынсем пулса çитĕнеççĕ.

Районти ялсенче пĕр-пĕринпе тату пурăнакан çемьесем чылай. Кăçал районта сапфир туйне /45 çул/ 83 мăшăр, ылтăн туйне /50 çул/ – 36, изумруд туйне /55 çул/ – 33, кевер туйне /60 çул/ – 18, тимĕр туйне /65 çул/ 3 мăшăр паллă тăваççĕ.

Çак кунсенче ЗАГС пайĕнче январь уйăхĕнчи юбилярсене чысларăмăр. 50 çул – çур ĕмĕр çунать Кÿлпуç ялĕнчи Луиза Васильевнăпа Владимир Кириллович Яшинсен çемье вучахĕ. Килĕшÿллĕ пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытса утса вĕсем 1 ывăлпа 3 хĕр пăхса ÿстернĕ. Ашшĕ-амăшĕ тирпейлĕ, сăпайлă, ĕçчен пулма вĕрентсе ÿстернĕ ачасем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Алексей Сыктывкар хулинче пурăнать. Иринăпа Алена Çĕрпÿ хулинче тымар янă, Полина – Канаш хулинче. Яшинсем 8 мăнукĕпе тата 1 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Çемье пуçĕ Владимир Кириллович 1942 çулта, Луиза Васильевна 1945 çулта çак ялтах кун çути курнă. Ĕмĕрĕсене тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ вĕсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Тăрăм ялĕнчи Кирилловсем вара пурнăç çулĕпе юнашар 55 çул утăмланине паллă турĕç. Вячеслав Васильевич çут тĕнчене 1940 çулта, Лена Евменьевна 1939 çулта килнĕ. Вячеслав шкул хыççăн çар тивĕçне пурнăçласан комсомол путевкипе Череповец хулине тухса кайнă, пĕр хушă металлурги заводĕнче тăрăшнă. Ĕçленĕ вăхăтрах электрик специальноçне алла илнĕ. 1964 çулта вăл тăван тăрăха таврăнса электрикра ĕçлет, Тип Тимеш хĕрне Лена Васильевăна мăшăр пулма ыйтать. Шкул хыççăн хĕр 1958 çулта вербовкăпа 1 çул Сталинград хулинче тăрăшнă. Мăшăрланнă хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра сысна ферминче ĕçленĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. 1970 çулта çĕнĕ çурт лартса тĕп килтен уйрăлса тухнă мăшăр. 6 ача ?2 ывăл та 4 хĕр/ çуратса тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ Кирилловсем. 3 хĕрĕ аслă, ытти ачисем вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ. Людмила, Юрий, Надежда, Ирина, Олег, Галина учитель, экономист, энергетик… пулса тăрăшаççĕ. Сумлă мăшăр паянхи кун иккĕшех пурăнать, 11 мăнукĕпе 5 кĕçĕн мăнукĕ вĕсен куç тулли телейĕ.

Çуткÿл ялĕнчи Алексей Яковлевичпа Нина Григорьевна Плотниковсем пĕрлешнĕренпе 55 çул çитрĕ. Çемье пуçĕ 1945 çулта тĕнчене килнĕ. Шкул хыççăн вăл Канашри ДОСААФ шкулĕнче водителе вĕреннĕ, чылай çул «Дружба» хуçалăхра шоферта тăрăшнă. Каярах кочегарта, ытти вырăнта вăй хунă. Ăçта ĕçлесен те шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçланă, тăрăшуллă ĕçшĕн «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Нина Григорьевна 1939 çулта Çуткÿл ялĕнчех çуралнă, шкул хыççăн ĕмĕрĕпех тăван колхозра тăрăшнă. Хисеплĕ ĕçчен пĕр хутчен анчах мар Курнавăш ял Совечĕн депутатне суйланнă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Мăшăр 1 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ Маргарита – педагог, Юрий – çĕвĕ цехĕн ертÿçи, Светлана – бухгалтер. Ватăсем 4 мăнукĕпе савăнаççĕ.

Мăшăрсене çак сумлă туйсен ячĕпе тус-тăванĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ăшшăн саламларĕç.

Н.БАЙМУШКИНА,
райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: 55 çул пĕрле утăмлакан мăшăра – Вячеслав Васильевичпа Лена Евменьевна Кирилловсене Ирина хĕрĕ саламлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code