Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ теплица

Çĕнĕ теплица

Чăваш Енре иртнĕ çул пысăк калăпăшлă инвестици проектне – «Новочебоксарский» теплица комплексĕ тăвассине хута кĕртме тытăннă.

Проектăн пĕрремĕш тапхăрне пĕлтĕр пурнăçланă. Хальхи вăхăтра вăл ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пысăк теплицăра экологи тĕлĕшĕнчи таса хăяр, помидор, ешĕл çимĕç çитĕнтереççĕ. Пахча çимĕçе ытларах пысăк суту-илÿ çурчĕсене ăсатаççĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем валли те ăна вырăнта сутассине йĕркеленĕ. Предприятин ертÿçи Дмитрий Туляков палăртнă тăрăх, кăçалхи июль-август уйăхĕсенче проектăн иккĕмĕш тапхăрне хута кĕртесшĕн. Ку енĕпе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствинче ирттернĕ ĕçлĕ тĕл пулура вăл шăпах çакăн çинчен каласа кăтартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code