Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем хушшинче 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх тĕрлĕ номинацире иртнĕ «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель» конкурсран Елчĕк районĕнчи организацисемпе уйрăм çынсем те айккинче тăрса юлман.

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ /председателĕ – Гурий Федоров/ «2019 çулхи чи лайăх вăтам предприяти», Кушкă ялĕнчи хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи Ирина Чайкина «Бизнесри хĕрарăм» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тăни çинчен пĕлме, пушшех, кăмăллă пулчĕ. Сăмах май, 2705 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан «Комбайн» ЯХПКра ÿсен-тăран культурисенчен пысăк тухăç илнисĕр пуçне, кунта нумай çултанпа вăрлăх туса илессипе тата вĕсене сутассипе те тимлеççĕ. Çакна кура экономика кăтартăвĕсем те ÿсĕмлĕ. Мĕншĕн тесен ÿсен-тăран отраслĕнче хальхи вăхăтра çак ĕç чи тупăшли шутланать. Ку енĕпе вĕсен ĕçри ăсталăхĕ ÿссе çеç пырать. Ку чухне çĕнĕ технологисемпе усă курассине тĕп вырăна хураççĕ.

Кунта ăратлă ĕне выльăх çитĕнтерсе сутас ĕçе те тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыраççĕ. Унсăр пуçне, ял хуçалăх предприятийĕ темиçе çултанпах республикăри чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекен агропромышленность тытăмĕнчи 100 предприяти йышĕнче пулни те нумаййи çинчен калать.

Ирина Чайкина фермер пирки калас пулсан-и, вăл чăннипех пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăк пулнине çирĕплетсе калама пулать. Ахальтен мар Ирина Чайкина 2019 çулта пулса иртнĕ Мускаври «Ылтăн кĕркунне» куравран та ылтăн медальпе таврăннă. Унăн пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ хресчен /фермер/ хуçалăхĕ чи лайăххисен шутне кĕни те ăна малашлăха шанса вăй хума хистет пулинех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code