Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывă пурнăçшăн

Сывă пурнăçшăн

«Улăп» ФОКра хăй вăхăтĕнче «Сывлăх ушкăнне» йĕркеленĕ Петр Блинова асăнса «Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн» ятпа ăмăрту иртнĕ.

Спортсменсене малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, «Сывлăх ушкăнĕн» ертÿçи Анатолий Молоствов, Елчĕкри почтамт начальникĕ Алина Головина, Петр Александровичăн хĕрĕ Надежда саламланă, ăнăçу суннă.

Спортăн 3 тĕсĕнче тупăшнă унта хутшăннисем. Дартс вăййинче Иван Смирновпа /Курнавăш/ Алина Головина /почтамт/, пăшалтан тĕл перессипе Наталья Арбузова /Елчĕк/, Алексей Козлов /Кĕçĕн Таяпа/ чи нумай очко пухса çĕнтернĕ. Шывра ишессипе тĕрлĕ ÿсĕмре çаксем уйрăмах палăрнă: Наталья Арбузова, Владимир Михайлов, Вениамин Кудряшов /Елчĕк/, Надежда Воробьева, Галина Павлова /«Сывлăх ушкăнĕ»/, Иван Смирнов /Курнавăш/.

Командăсен йышĕнче «Сывлăх ушкăнĕ» куçса çÿрекен кубоклă пулнă, ял тăрăхĕсенчен Кĕçĕн Таяпасемпе Елчĕксене ытларах ăнăçнă.

Уйрăм атлетсене, командăсене чыслассинче Елчĕкри почтамт коллективĕ тивĕçлĕ тÿпе хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code