Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ахаль салтакран подполковник таран

Ахаль салтакран подполковник таран

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашнин пурнăçĕнче манăçми тарăн йĕр хăварнă.

Николай Николаевич Николаев Хăвăлçырма ялĕнче 1923 çулта çуралса ÿснĕ. 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче вăл Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă. Алла диплом илнĕ çамрăксем сыв пуллашу каçĕнче савăннă, кулнă, шÿтленĕ. Анчах та сасартăк вăрçă пуçланни пĕтĕм ĕмĕте пĕр самантра сÿнтерсе лартнă. Николай Николаевич хамăр районти Аслă Таяпа шкулне ĕçлеме килет. 4-мĕш класс ачисене вĕрентме шаннă ăна. Класра 42 ача. Хĕрĕх икĕ мăшăр куç тинкернĕ вĕрентекене. Пурнăçĕ вара пĕрре те çăмăл пулман. Шкула ăшăтма вутă çитмен. Лашасене фронта илсе кайнăран йывăр ĕç халăх хул-çурăмĕ çине тиеннĕ. Вĕренекенсем те кунсерен хурлăхлă хыпар пирки калаçнă: пĕрин ашшĕ, теприн пиччĕшĕ, çывăх тăванĕ вилни пирки «хура» хут килсех тăнă… Фронта тухса кайса пынăран шкулта вĕрентекенсем çитмен, пĕр учителĕн темиçе предмет та вĕрентме тивнĕ. Николай кĕçĕн классене вĕрентнĕ вăхăтрах 6-7-мĕш классенче истори предметне ертсе пынă.

1942 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче 18 çул тултарсан Николая кĕске вăхăтрах çара кайма повестка тыттараççĕ. Пĕтĕм шкул пуçтарăнать хисеплĕ учительне ăсатма.

Малтан васкавлă вĕренÿ витĕр тухать йĕкĕт, ун хыççăн çамрăка Ленинградри 3-мĕш пехота училищине пĕлÿ илме яраççĕ. Виçĕ уйăхран Çурçĕр Кавказ фронтĕнчи стрелоксен бригадине лекет вăл. Малтан миномет бригадин наводчикĕ, унтан полкри минометчиксен отделени командирĕ, каярах дивизири миномет расчечĕн командирĕ пулса çапăçать. 1943 çулхи ака-чÿк уйăхĕсенче Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна темиçе хутчен те награда илме тăратаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче килне вăл вилни е хыпарсăр çухални пирки 2 хутчен хут килнĕ: «Ваш сын Николаев Николай Николаевич погиб смертью храбрых и похоронен в…». Темле йывăр амансан та Турă пурăнма пÿрет ăна. Госпитальсенче сипленнĕ вăхăтра 3-4 уйăх çыру çырма та май пулман, сывалнă хыççăн каллех фронта васканă.

1944 çулхи апрель уйăхĕ. Пĕр çапăçура йывăр аманса Николай чылай вăхăт Житомир облаçĕнчи Олевск хулинче эвакогоспитальте сипленет. Сывалсан каллех фронта каять. Хальхинче 1-мĕш Беларусь фронтĕнчи стрелоксен дивизийĕн запас полкĕн йышĕнче пулать вăл. Сентябрь уйăхĕнче Мускаври Хĕрлĕ Ялавлă çар инженерĕсен училищине вĕренме кайма приказ илет. Вĕренÿ хыççăн çамрăк офицера взвод командирĕ пулса Германири хамăрăн çар складне ĕçлеме хăвараççĕ. Унта вăл 1947 çулччен тĕрлĕ должноçра вăй хурать. 1947 çултан Ленинградри Çар округĕн саперсен взвод командирĕ пулма шанаççĕ ентеше.

1951 çулхи сентябрь уйăхĕнче хăй тĕллĕн Мускаври çарпа юриспруденци академине вĕренме кĕрет. Тăватă çул пĕлÿ илсен Патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕн Калинин çар гарнизонĕн оперуполномоченнăйĕ пулса тăрăшать. 1958-1963 çулсенче çар тивĕçне Германи çĕршывĕнче пурнăçлать. Каярах Курск хулинче Патшалăх хăрушсăрлăх комитетĕнче ĕçлет. Курск хулинче тĕпленет, çемье çавăрать. Подполковник званийĕпе отставкăна тухать. СССР Хăрушсăрлăх органĕсенче лайăх ĕçленĕшĕн чылай наградăна тивĕçет Н.Николаев.

Отставкăна тухсан та ахаль лармасть ветеран, Курск хулинчи тĕрлĕ организацисенче юрисконсульт пулса тăрăшать. Çынсене пулăшасси, вĕсен йывăрлăхĕсене чун çывăхне илесси юнра пулнăран вăрçă ветеранĕсене тимлĕх уйăрассине хăйĕн тĕп ĕçĕ тесе шутлать. Обществăлла ĕçсенче хастар пулнă май çамрăксене патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май час-часах шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсемпе тата студентсемпе тĕл пулать. Вĕсене Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарать. Вăл мĕн çĕре кĕриччен Курскри ĕçпе вăрçă тата право хуралĕн ĕçченĕсен ветеранĕсен организацийĕн хастарĕсенчен пĕри шутланнă.

Н.ЛЕВАЯ,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code