Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > АПК ветеранĕсем хастар, хыт утăмлă

АПК ветеранĕсем хастар, хыт утăмлă

Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕн черетлĕ тăваттăмĕш отчетпа суйлав конференцийĕ Елчĕк районĕнче пулса иртрĕ.

Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ хăнасем /пурĕ 100 ытла çын/ чи малтан «Победа» сахал яваплă обществăн ферминче иртнĕ çул хута кайнă çĕнĕ комплекса çитсе курчĕç, ĕне сăвакан залри «ăслă» оборудованипе паллашрĕç. Самана таппинчен кая тăрса юлма хăнăхман ветерансем республикăри АПК аталанăвĕн çул-йĕрне куçран вĕçертмеççĕ, кашни пулăма витĕр пĕлсе тăраççĕ. «Победа» хуçалăхăн сулмаклă кăтартăвĕсемпе ытти курăмлă ĕç-хĕлĕ те – пĕтĕмпех вĕсен куçĕ умĕнче. Çĕнĕ технологисене анлă çул паракан, çакна кура ĕçе тухăçлă йĕркелекен хуçалăх уйрăмах сĕт туса илессипе ăнăçлă ĕçленине пурте пĕлетпĕр. Иртнĕ çул та кунта пĕр ĕнерен вăтамран 8610 килограмм сĕт сума пултарнă. Республикипе илсен, хальхи вăхăтра çакă 3-мĕш кăтарту шутланать. Тĕллев – тата аванрах ĕçлесси, сăвăма 9000 килограма çитересси. Ял хуçалăх производствинчи ĕçе йĕркелессинчи ыйтусене лайăх ăнланакан аслă ÿсĕмри çынсен умĕнче Николай Головин директорăн çитĕнÿсен вăрттăнлăхне уçса памасăр та май килмерĕ.

Конференци делегачĕсем район центрĕнчи кану паркĕпе те кăсăкланса паллашрĕç. Чăннипех, хăтлă, илемлĕ кунта. Халăх кăмăлне туллин тивĕçтерекен çакăн пек вырăн пирки хальлĕхе нумай районта ĕмĕтленме анчах пултараççĕ.

Конференцие хутшăннисем район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнине итлерĕç. Ун хыççăн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăн АПК аталанăвĕ çинчен чарăнса тăчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов та сăмах илчĕ.

Ветерансен организацийĕн председателĕ Петр Ивантаев союз правленийĕн иртнĕ икĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

АПК ветеранĕсен союзне 8 çул каялла йĕркеленĕ. Хăйсене кăтартмалăх вăхăт пулнă – çак тапхăрта вăл республикăри хисеплĕ тата тĕслĕхлĕ ĕçлекен, малти ретри общество организацийĕсенчен пĕри пулса тăнă. Вĕсемпе патшалăх тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен органĕсем те малтанхи вăхăтран тытăнсах пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлесе пыраççĕ. Çакна кура пĕрлешÿ членĕсене республика тата районсен влаçĕн коллеги органĕсен ĕç-хĕлне анлăн явăçтармалли майсене çирĕплетнĕ. Ветерансен союзĕн представителĕсем Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн тата Общество канашĕн членĕсем, 3-шĕ – ял хуçалăх министрĕн пулăшуçи, 5-шĕ – ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕнче, 2-шĕ – Чăваш наци конгресĕн Ваттисен канашĕнче пулни те нумаййи çинчен, вĕсенче пысăк вăй пулни пирки калать. Союз членĕсем республикăра саккунсем кăларакан тата ĕç тăвакан органсем ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, ĕçе лайăхлатмалли сĕнÿсемпе тухса калаçаççĕ.

Союзăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл – агропромышленность комплексне аталантармалли пуласлăх тата хальхи программăсене хатĕрлеме АПК ветеранĕсене явăçтарма майсем туса парасси.

Петр Ивантаев республикăри агропромышленность комплексĕ йывăрлăхсене парăнмасăр аталану çулĕпе пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ: 2019 çулта ял хуçалăх производствин индексĕ 105,1 процентпа танлашнă, Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче çĕрулми туса илессипе 1-мĕш, сĕт сăвассипе – 2-мĕш, тĕш тырă туса илессипе – 3-мĕш вырăна йышăннă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан та, аш-какай туса илессипе 4-мĕш вырăнта. Апла пулин те пытармалли çук, чылай районта сухаламан, усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсем те сахалах мар.

Союзра тăракансен йышĕ çулсерен хутшăнса пырать, хальхи вăхăтра вăл 438 çынна пĕрлештерет. Пĕрлĕхре вара – пысăк вăй.

Доклада сÿтсе явма Муркаш, Комсомольски, Куславкка районĕсенчи организацисен председателĕсем – Валерий Вязов, Василий Николаев, Нина Иванова, Патăрьел районĕнчи Николай Селиванов, союзăн çум председателĕ Василий Шадриков хутшăнчĕç, правленин палăртнă тапхăрти ĕçне лайăхпа хакларĕç.

Малашне «вăрçă ачисене» медицина пулăшăвĕ парассине Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннисен прависемпе танлаштарас шухăшпа ЧР Патшалăх Канашне, республикăна нумай çул ертсе пынă Семен Ислюкова сума суса Шупашкарта палăк лартас ыйтупа Чăваш Ен тата хула ертÿлĕхĕ патне ыйтупа тухма йышăну туни те ветерансен хастарлăхĕ иксĕлми пулнине тепĕр хутчен яр уççăн çирĕплетсе пачĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code