Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Баскетбол

Баскетбол

Кивĕ Эйпеçри тĕп шкул коллективĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Григорьев афганеца асăнса черетлĕ турнир йĕркеленĕ.

Ăмăрту умĕн, кашни çулхи пекех, командăсене вырăнти вĕренекенсем патриотла сăвă-юрăсемпе кĕтсе илнĕ, Ю.Григорьев вил тăпри çине чечексем кайса хунă.

Командăсенчен Кивĕ Эйпеçсем кубока çĕнсе илнĕ, Елчĕксемпе Аслă Таяпасем – призерсем. Тĕрлĕ номинацире чи лайăххисене палăртнă: Николай Иванов, Арсений Казаков, Алексей Александров, Дмитрий Кульмаков ятарлă парнесене тивĕçнĕ.

Турнир çулсерен Леонид Григорьев уйрăм пайтаçă пулăшăвĕпе иртет. Хальхинче те пĕтĕм командăсене мечĕксем парнеленĕ, вĕри апатпа тивĕçтернĕ вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code